АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхсемпе камсем усă кураççĕ

19 декабря 2012 г.

РФ Конституцийĕпе килĕшÿллĕн кашни гражданинăн квалификациллĕ юридици пулăшăвĕ илме май пур. Çакна пурнăçа кĕртес тĕллевпе Раççей Федерацийĕнче 324 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен» федераллă саккун йышăннă, вăл кăçал январĕн 15-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Çак саккун тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме май пур граждансен категорийĕсене палăртнă:

1. Пĕчĕк тупăшлă çемьесем;

2. 1 тата 2 ушкăн инваличĕсем;

3. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, Раççей Федерацийĕн, Совет Союзĕн, Социализмла Ĕç Геройĕсем;

4. Инвалид ачасем, тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем, çавăн пекех вĕсен саккунлă представителĕсем (енчен те вĕсем çак ачасен интересĕсемпе прависене хÿтĕлеççĕ пулсан);

5. Ватăсем тата социаллă пулăшу кÿрекен учрежденисенче пурăнакан инвалидсем;

6. Ирĕкрен хăтарнă вырăнсенче пурăнакан çул çитмен ачасем;

7. Психиатри сыватмăшĕсенчи пациентсем;

8. Ĕçлеймен çынсем, çавăн пекех вĕсен саккунлă представителĕсем, енчен те вĕсем çак граждансен интересĕсене хÿтĕлеççĕ пулсан.

Чăваш Республикинче граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе çыхăннă уполномоченнăй органĕ пулма ЧР юстици министерствине çирĕплетнĕ.

Тÿлевсĕр юридици пулăшăвне асăннă категорири граждансем «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн илме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, потребительсен прависене хÿтĕлес (коммуналлă пулăшусем парас) енĕпе çыхăннă, ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене, пĕчĕк тупăш илекен граждансене патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ панă чухне, политика репрессисене пула шар тÿснĕ граждансене реабилитацилеме, хăйсен ĕçĕсемшĕн явап тытайман, медицинăпа социаллă экспертиза тухма, инвалидсене реабилитацилемелле чухне тÿлевсĕр пулăшаççĕ. Çак категорири граждансем хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе тÿлевсĕр консультацисем, заявлени, çăхав, ходатайство тата право енĕпе ытти документсем çырнă чухне, çавăн пекех судра, патшалăх тата муниципаллă органсенче, организацисенче юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвне илме влаçăн ĕç тăвакан органĕсем, вĕсене пăхăнса тăракан, патшалăхăн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан адвокатсемпе нотариуссем пулăшаççĕ.

2012 çулта ЧР юстици министерствине ЧР Адвокатсен палатинчен тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан адвокатсен списокне панă, ăна ЧР юстици министерствин тата ЧР Адвокатсен палатин сайчĕсене вырнаçтарнă. ЧР Адвокатсен палати адвокатсен ячĕ, хушамачĕсĕр пуçне вĕсем ăçта вырнаçнине, телефон номерĕсене çырса палăртнă. Вăрмар районĕпе илес пулсан тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан адвокатсем: Н.Беззубов (ЧР, Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ,12-мĕш çурт), В.Макаров, И.Михайлов, Л.Степанов, С.Яковлев (ЧР, Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ, 14-мĕш çурт). Адвокатсемсĕр пуçне нотариуссем те нотариаллă ĕçсемпе çыхăннă ыйтусемпе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пама пултараççĕ.

Адвокат патне тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илмешкĕн заявлени, çăхав (право докуменчĕсем йĕркелеме), çавăн пекех гражданинăн интересĕсене судра хÿтĕлеме паспорт, юридици пулăшăвĕ тÿлевсĕр илме май пурри çинчен калакан документ, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăн инваличĕсен справка копийĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен удостоверенийĕ кирлĕ. Тĕплĕнрех документсем кирли çинчен пĕтĕмпех ЧР юстици министерствин сайтĕнчи «Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ» пайĕнче паллашма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика