19 декабря 2012 г.
Манăн çуралнă тăван ялăм Энтрияль ялĕ тĕлĕнмелле вырăнта вырнаçнă тесен тĕрĕсех те мар пулĕ, çапах та хăйне май илĕртÿллĕ. Ялăн хĕвел анăç енче Вăрмарăн аслă çулĕ пĕр çухрăм патнелле иртсе каять. Ялтан çурçĕр енче икĕ çухрăмра Чулхула - Хусан асфальтлă çулĕ вырнаçнă. Çĕрĕн-кунĕн автомашинăсен шавĕ тăрать. Халĕ икĕ çулне те питĕ йĕркеллĕ пăхса тăраççĕ. Вăрçă çулĕсенче, кайранхи çулсенче те икĕ асăннă аслă çулĕсене хальхи саманари пек питех пăхса юсаса тăман. Вăл вăхăтра çулсене асфальт сарман. Чулхула - Хусан çулне, шăтăк-путăкне гравмассăпа хăйăр хутăшĕпе тикĕслесе тăнă. Вăрçă вĕçленсен Чулхула - Хусан çулне юсанине астăватăп, хăш çултине тĕрĕсех пĕлейместĕп - 1946-1947-мĕш çулсенче-ши - Чулхула - Хусан çулне нимĕçсем юсаççĕ тенине ялта калаçнине илтнĕччĕ. Эпир, хамăр кÿршĕри шăпăрлансем, аслă çула юсакан нимĕçсене курма кайма шутларăмăр, пиллĕкĕн пуçтарăнса нимĕçсене курма кайрăмăр. Çуллахи ăшă çанталăк мар пулин те, хавхалансах çула тухрăмăр, икĕ çухрăм пирĕншĕн нимĕн те мар. Шкулта учительсем каласа панă тăрăх вĕсем пирĕн пек çынсем мар мĕн, вĕсен юнĕ те хура иккен. Пирĕншĕн нимĕçсене курма интереслĕ, мĕнле çынсем вĕсем - пĕлес килет-çке. Вăл вăхăтра аслă çулăн икĕ енĕ те - çап-çара, хальхи пек çулăн икĕ енче йывăçсем кашласа ларман. Хĕллехи вăхăтра аслă çула юр хĕвесрен ятарласа çÿхе хăмасенчен тунă щит-хăмасем лартса тухса хÿтĕленĕ. Щит-хăмасене ытларах юр хĕвекен вырăнсене çулăн хĕрринчен пĕр 30-40 метр лартса тухнă. Юр тулса пынă çемĕн щит-хăмасене куçарса лартнă, ятарлă бригада ĕçленĕ. Малтан аслă çул хĕррине çитме хăрарăмăр. 20-30 метртан аслă çул çинче ĕçлекен çынсене пăхса сăнаса тăтăмăр, кайран çул хĕррине пырса тăтăмăр. Пăхса тăрса нимĕн те ăнланмарăмăр, аслă çула юсанă çĕрте ĕçлекен çынсем пирĕн пек çынсем пулнине ăнлантăмăр, урăх чĕлхепе калаçаççĕ кăна, пирĕн çине пăхса хăйсем хушшинче тем калаççĕ: «Киндер, ком-ком», - теççĕ. Пĕри ыттисем пирĕн çине пăхса тăрсан вĕсене вăрçать пулмалла. «Шнель, шнель, арбайтер», - тет. Чылайăшĕ хăйсен тумĕпе, ырхан сăнлă, начар курăнаççĕ, анчах çÿллĕ çынсем, пирĕн ялта вĕсем пек çÿллĕ çын çукпа пĕрех. Чылайччен нимĕçсем ĕçленине пăхса тăтăмăр. Автомашинăпа турттарса килсе тăкнă гравмассăна, хăйăра наçилккапа çĕклесе пырса лакăм вырăна тăкаççĕ, саркаласа тикĕслесен трамбовкăпа хытараççĕ. Çапла, нимĕçсем те пирĕн пек çынсем пулнине курса ĕнентĕмĕр. Мĕн сăлтавпа пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа килнĕ - эпир, шăпăрлансем, ăнлансах каймарăмăр. Учительсем калатчĕç: вĕсене çĕр кирлĕ тетчĕç. Тата тепре нимĕçсене курма кайнăччĕ, вĕсем пĕр пĕчĕк çырма урлă кĕпер хыватчĕç, питĕ ырханччĕ хăйсем, çанталăк ăшах марччĕ. Хăшĕ-пĕри шинельпеччĕ, вăл та пулин çĕтĕлнĕ. Пирĕн хамăр çире те ырри çукчĕ, çапах шăпăрлансем вĕсене хĕрхенсе калаçрăмăр, тавлашрăмăр, курайманлăх та ăшра алхасрĕ, вĕсене пула эпир аттесене çухатрăмăр мар-и; Вĕсен пуçлăхне Гитлера вăрçрăмăр, ăна пула вăрçă икĕ халăх хушшинче пуçланнă-çке. Вăхăт хăйĕннех тăвать, çул хыççăн çул хыçа юлать. Нимĕçсене курма кайнăранпа 65 çул та иртрĕ. Нимĕçсене курма шăпăрлансен ушкăнĕнче виçĕ Саньккаччĕ. Икĕ Санькки çар тивĕçне Германире пурнăçларĕç, иккĕшĕ те кунти тĕнчерен уйрăлнă. Нимĕçсене курма пынă Галя та кунти тĕнчене пăрахса кайнă. Энтрияль ялĕнчен вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ вăрçă ачисен шучĕ кашни çул сахаллансах пырать. Вăрçă çулĕсенче асап-нуша курни асран тухмасть. Тен çырма кирлех те марччĕ пулĕ, çапах та пиллĕкĕн нимĕçсене курма кайнине асра сыхласа хăварнă пулăма çырас терĕм...