АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ системине модернизацилес ыйту тавра

19 декабря 2012 г.

Райадминистрацин ларусен залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынипе районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе канашлу иртрĕ. Ларăва район пуçлăхĕ М.Пуклаков, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов хутшăнчĕç. Канашлăвăн тĕп теми – «Вăрмар районĕнче 2012 çулта пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине модернизацилемелли мерăсен комплексне пурнăçласси тата 2013 çулхи тĕллевсем çинчен» пулчĕ.

Çак темăпа Ю.Соколов ятарлă слайтсем урлă курăмлă паллаштарчĕ. Вĕрентÿ системине модернизацилемелли тĕп енсем: вĕрентÿ учрежденийĕсенчи педагогика ĕçченĕсен ĕç укçине, педагогика кадрĕсен квалификацине ÿстересси тата çĕнетесси, вĕрентÿ учрежденийĕсене çамрăк учительсене ĕçе илесси, шкул вĕрентĕвĕн инфраструктурине аталантарасси, медицина кабинечĕсене лицензилессине вĕçлесси, шкул автобусĕсен паркне модернизацилесси. Кашни ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ Юрий Васильевич.

Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине модернизацилемелли комплекслă мерăсен шайĕнче районти 4 шкулта 6,604 миллион тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсене Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам, Кивĕ Вăрмарти вăтам, Кавалти, Урнарти тĕп шкулсенче пурнăçланă. Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проектпа килĕшÿллĕн 2012 çулта республика бюджетĕнчен 4 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран 2 миллион тенкĕ уйăрнă, çак укçа-тенкĕпе Энĕшпуçĕнчи, Шăхалĕнчи шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.

Чăваш Республикинчи 27 шкул хушшинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул столовăйсене модернизацилемелли программăна хутшăннă. Çапла майпа столовăйне пĕтĕмпех çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Муниципаллă бюджет шучĕпе столовăй валли 183600 тенкĕлĕх сĕтел-пукан туяннă. Чупайĕнчи, Кĕтеснерти, Шăхалĕнчи, Чулкасри шкулсенчи столовăйсенче апатлантарассипе лайăх ĕçленине, апатланнишĕн малашне электронлă майпа тÿлесси, йывăр пурнăç условийĕсене кĕрсе ÿкнĕ ачасене тÿлевсĕр апатлантарасси тĕп тĕллевсем пулмаллине палăртрĕ. Шкул автобусĕсен паркне çĕнетес программăпа килĕшÿллĕн районти шкулсене 2011-2012 çулсенче 6 çĕнĕ автобус илсе килнĕ. Паянхи куна шкул автобусĕсем 39 ялтан 449 вĕренекене турттараççĕ. Унсăр пуçне ачасене шкул тулашĕнче иртекен мероприятисене, «Илем» физкультурăпа спорт комплексне илсе çÿрес ыйтăва татса панă.

2013 çулхи тĕллев - аслă квалификаци категориллĕ вĕрентекенсен йышне ÿстересси (50 процента çити). Районти шкулсенчи вĕрентекенсен вăтам çулне палăртнă май Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕ «чи çамрăкки» пулнине палăртнă. Кунти вĕрентекенсен вăтам çулĕ - 41. Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентекенсен вăтам çулĕ чи пысăкки - 50,8 çулпа танлашнă. «Çавăнпа та çамрăк учительсене шкула ĕçе илессипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Хăш-пĕр шкулсенче çамрăк вĕрентекенсем вуçех те çук. Шкулсенче 35 çулчченхи çамрăк учительсен шутне 15 процента çитерессишĕн тăрăшмалла. Çавна май вĕсен ĕç укçине ÿстермелли майсене палăртмалла», - терĕ К.Никитин. Çак енĕпе Чупайĕнчи шкулта çамрăк вĕрентекенсене ĕçе илессипе тивĕçлĕ мерăсене пурнăçа кĕртнине ырларĕ. Пинерте хăпаракан çĕнĕ шкул çурчĕн строительство объектне ЧР вĕрентÿ министерствинче тĕслĕхе тăратнине, ырă енчен палăртнине каларĕ.

Юлашкинчен Константин Владимирович вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене вĕрентÿ системинчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ăнăçу сунчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика