19 декабря 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Интереслĕ те анлă калаçу пулнă - республика аталанăвĕн ыйтăвĕсенчен пуçласа влаçри çынсен хутшăнăвĕсем таран. Икĕ сехет çурă пынă тĕл пулура Михаил Васильевич журналистсен виçĕ теçетке ытла ыйтăвне хуравланă.
Чи малтанах журналистсене производство, шалу, демографи ыйтăвĕсем кăсăклантарнă. Вĕсем пирки Михаил Васильевич Чăваш Ен макроэкономика енĕпе ытти регион шайĕнче сумлă курăннине палăртнă, çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăнă: «Халăхăн чăн тупăшĕ 18 процента яхăн пысăкланнă, бюджет ĕçченĕсен шалăвĕ ÿснĕ. Республикăра вăтам ĕç укçи 16,6 пин тенкĕпе танлашнă пулсан та, ăна пысăк тееймĕн. Чухăнлăх ыйтăвĕ пирĕншĕн çав-çавах çивĕч, ку енĕпе ĕçлетпĕр».
Республикăри политика лару-тăрăвĕ пирки те калаçу пынă. «Обществăра тĕрлĕ шухăш пулнине йĕркеллĕ тесе хаклатăп. Çавăнпа та эпĕ оппозицири партисен представителĕсемпе курнăçатăп - вĕсене те итлемелле. «Единая Россия» политика партийĕ эпир тăратнă саккун проекчĕсене пурне те, пĕтĕмĕшле илсен, ырланă», - тенĕ М.Игнатьев. Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ (ВТО) организацине кĕнĕ хыççăн ял хуçалăхĕнчи лару-тăру мĕнле пулĕ-ши тесе те ыйтнă журналистсем.
Хăш-пĕр производство отраслĕнче, калăпăр сысна ĕрчетес енĕпе, йывăрлăхсем пулма пултарассине палăртнă Республика Пуçлăхĕ. Мускавра çакна шута илсе ял хуçалăхне пулăшма 1,5 трлн тенкĕ укçа уйăрма палăртнă. Пулăшу формисем çĕнелеççĕ. Çав шутра укçа-тенке акакан çĕр лаптăкĕн виçине кура парасшăн. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ системинче кадрсем çителĕксĕр пулни, коррупци пирки тата ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.
Калаçăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев республика çулталăка пĕтĕмĕшле илсен ăнăçлă вĕçленине çирĕплетнĕ. Çакна «çÿлте» те палăртаççĕ. Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕпе паллаштарнă кун Михаил Васильевич Мускавра çĕршывăн финанс, транспорт, спорт министрĕсемпе, ыттисемпе курнăçнă, пурте Чăваш Ен кăçал пурнăçланă ĕç-хĕле ырланă. «Чи кирли - республика халăхĕ хăйĕн социаллă пурнăçĕ лайăхланнине туять. Паллах, тата лайăхрах пурăнас килет», - ку енĕпе влаç хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тăвасса шантарса пăнчă лартнă Михаил Васильевич.