АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур çулхи ĕçе сÿтсе яврĕç, малашне тумаллине палăртрĕç

17 июля 2013 г.

Çур çулхи ĕçе сÿтсе яврĕç, малашне тумаллине палăртрĕç

Çак кунсенче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ларусен залĕнче йĕркелĕх хуралĕнче тăракансен кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Унăн ĕçне ЧР ШĔМĕн полици начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ И.Воробьев, муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Ю.Михеев, Вăрмар район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ А.Павлов, Тăвай район прокурорĕ О.Ястребова хутшăннă. Канашлăва Илья Юрьевич Воробьев полковник уçнă май, шалти ĕçсен сотрудникĕсен ĕçĕ яваплă пулнине аса илтернĕ хыççăн тÿрех цифрăсем çине куçрĕ.

«Урмарский» шалти ĕçсен уйрăмĕ пăхса тăракан территорире кăçал, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан преступленисен шучĕ 8,2 процент ÿснĕ, - терĕ вăл. - Апла пулин те çакă шалти ĕçсен сотрудникĕсем оперативлă лару-тăрăва контрольлесе тăрасси çине сÿрĕккĕн пăхни çинчен каламасть. Уйрăммăн Вăрмар районне илес пулсассăн, преступленисен йышĕ ÿсни экономика сферинче тунисене уçса парассипе уйрăмах тимлесе ĕçленĕрен килнĕ. Сăмахран, пĕлтĕр 18 преступлени уçса панă пулсан, кăçал çак вăхăтра - 26.

И.Воробьев хыççăн шалти ĕçсен управленийĕн пур тытăмĕн ертÿçисем те çур çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕç. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн çакна палăртмалла: йĕркелĕх хуралĕн сотрудникĕсем уйрăм граждансенчен килекен заявленисене пăхса тухасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Отчетлă тапхăрта 2561 заявленипе пĕлтерÿ йышăннă, пĕлтĕрхи тапхăртан ÿсĕм - 24 процент. Çакă çынсем шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсене ытларах шанма пуçлани çинчен калать. Регистрациленĕ 185 преступленирен 172 уçса панă (пĕлтĕр - 121). Процентпа илес пулсассăн кăçал - 81,1 процент, (пĕлтĕр - 65,5), ĕç пахалăхĕн ÿсĕмĕ 15,6 процент. Уйрăм йывăр тата йывăр преступленисене уçса парасси 83,3 процентран 90 таран ÿснĕ, вăтам преступленисене уçса парасси - 21, ют пурлăха вăрлакансене тупса палăртасси - 14,7, ултавçăсене тупса палăртасси - 33,3, хурахла ĕç тунă преступниксене тытса чарасси 6,7 процент таран ÿснĕ.

Оперативлă лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Йышăннă мерăсем çынсене тапăнассине, хулиганла ĕçсене, çурт-йĕре чĕртсе çунтарса ярассине, суя укçа-тенкĕ пичетлесе халăх хушшинче сарассине, дача çурчĕсене çаратассине, хĕç-пăшалпа, сирпĕтмелли япаласемпе тăвакан преступленисене, террорла, экстремизмла ĕçсем тăвассине чарса лартма май панă.

Тĕрлĕ уявсем, пысăк мероприятисем ирттернĕ чухне, сăмахран - Хĕле ăсатни, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2013», «Юлашки шăнкăрав», «Акатуй» тата ытти те яланах йĕркелĕхе тытса тăнă. Кăçалхи 6 уйăх хушшинче саккуна пăсса хĕç-пăшал сутакан-илекен 3 тĕслĕх тупса палăртнă (пĕлтĕр-1). Çакăн пек пулăмсене чарса лартас тĕлĕшпе уйрăм çынсенчен килте упранакан хĕç-пăшала укçалла илме те палăртнă, ун валли вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 10 пин тенкĕ уйăрса панă. Паянхи кун тĕлне 1 газ пистолечĕ (1 пин тенкĕ) тата яка кĕпçеллĕ пăшал (2,5 пин тенкĕ) илнĕ.

Наркотик саракан, наркотикла курăксем пухакансемпе ĕçлесси çине тимлесе пăхаççĕ уйрăмра. Хальлĕхе ку енĕпе пĕр тĕслĕх те тупса палăртман-ха, çавăнпа та граждансенчен наркотик çаврăнăшĕ пирки мĕн те пулин пĕлеççĕ пулсан шалти ĕçсен уйрăмне пĕлтерме ыйтаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче «тăшман çывăрмасть», - текен каларăш çÿренĕ. Халĕ вара преступник çывăрмасть темелле пулĕ, мĕншĕн тесен преступленисен ытларахăш пайĕ каçхи-çĕрлехи вăхăтра, уйрăмах эрне вĕçĕнче пулса иртеççĕ. Профилатика ĕçĕсем ирттерни обществăлла вырăнта тăвакан преступленисен йышне чакарма май панă (кăçал - 20, пĕлтĕр 22 пулнă), урамра тăвакан преступленисен шучĕ те çав шайрах юлнă (7-7). Халĕ «хăрушлăхсăр хула» программа сегменчĕсене вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ кунта. Вăл йĕркелĕх хуралне çÿллĕ шайра тытса пыма май парĕ.

Пĕтĕмлетÿ вăхăтĕнче çул-йĕр çинчи лару-тăрăва та пăхса тухрĕç. Çирĕп мерăсем йышăнсассăн та руль умне эрех-сăра ĕçсе ларакансем йышлă, ытларах чухне çавăнпа та çул çинчи аварисен йышĕ ÿсет. Кăçал 98 ÿсĕр водителе тытса чарнă.

Камсем ытларах преступлени çулĕ çине тăраççĕ-ха; Ниçта та ĕçлемен е нумай вăхăт пĕр вырăнта ĕçлейменнисем (73 процент), эрех-сăра ĕçсе минренисем (43,2 процент). Шел пулин те, çамрăксем пуçра çил вылянă чухне пурнăç çине çăмăлттайла пăхасшăн - ку та преступлени тăвасси патне илсе пырать. Çак тĕлĕшпе профилактика ĕçне татах та вăйлатмаллине палăртрĕç канашлăва хутшăннисем.

Мероприятие пĕтĕмлетсе Вăрмар район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов тата ытти яваплă çынсем тухса калаçрĕç. И.Воробьев вара çакна палăртрĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ Раççей Федерацийĕн районсем шайĕнчи ĕçне хаклакан критерипе 2477,00 балл пухнă (республикипе вара çак кăтарту - 2382,58). Вăрмарсен вăтам кăтартăвĕ 94,42 балл нумайрах. Çавăнпа та Илья Юрьевич «Урмарский» уйрăм хăй умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласса, оперативлă лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăрасса шаннине пĕлтерчĕ, пур сотрудника та çынсем умĕнче ырă тĕслĕх кăтартмаллине палăртрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика