АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Патшалăх Думин депутачĕ Р.Тихонов - Вăрмар тăрăхĕнче

17 июля 2013 г.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Р.Тихонов - Вăрмар тăрăхĕнче

Иртнĕ кунсенче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа РФ Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕн заместителĕ Р.Тихонов пулчĕ.

Чи малтанах Руслан Кронидович Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулчĕ. Вĕсем районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне, çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Унтан чаплă лару-тăрура çамрăк çемьесене амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç. Ăна тепĕр 7 çемье тивĕçрĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев малалла Шăхаль ял тăрăхне пулчĕ. Р.Тихонов депутат, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Çветтуй Петр тата Павел апостолсен Шăхальти чиркĕвне çитсе курчĕç, чиркĕве çÿрекенсене Питрав кунĕ ячĕпе саламларĕç. Асăннă чиркĕвĕн протоирейне Павел аттене Константин Владимирович халăха кирлĕ сăваплă ĕç туса пынăшăн район администрацийĕн Хисеп Грамотине парса чысларĕ. Ĕçлĕ ушкăн Шăхаль ял тăрăхĕнче пулнă май кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, информаципе культура центрне çитсе курчĕç, вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç. Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов ялăн социаллă пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

«Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн асăннă ял тăрăхĕнчи культура çуртĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Р.Тихонов депутат шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленни пирки унăн директорĕнчен А.Мирошкинăран ыйтса пĕлчĕ, шкул библиотекинче пулса çĕнĕ кĕнекесен фончĕпе паллашрĕ, ачасем кĕнеке вуласлăхĕпе кăсăкланчĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев малалла Вăрмар поселокĕнчи Некрасов тăкăрлăкне пулчĕ. Яваплă çынсем «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи хăпартнă нумай хваттерлĕ çуртсене çитсе курчĕç. Вĕсене «Авариллĕ тата кивĕ çуртсенчен граждансене куçарасси» программăпа хăпартнă. Çак ĕç пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. 2008-2012 çулсенче çак программăпа килĕшÿллĕн пурĕ 139 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Асăннă программăпа поселокра 30 хваттерлĕ тепĕр икĕ çурт хăпартассипе ĕçлеме тытăннă. Строительство ĕçĕсем пыракан вырăна çитсе курнă май, Р.Тихонов депутат тата ытти яваплă çынсем асăннă çуртсене хăпартмашкăн укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене тата строительство объекчĕсене хута ямалли вăхăтне сÿтсе явнă.

Çакна палăртмалла: районта пурăнакансене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă программăсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2012 çулта 12 çемье çурт-йĕр хăпартнă. Вĕсенчен пĕри - Пинер ялĕнче пурăнакан Петровсен çемйи. Руслан Кронидович вĕсен çурчĕпе паллашнă май, вăл хулари капмар çуртсенчен пĕрре те кая маррине палăртрĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче ĕçлекен граждансене патшалăх хăтлă, пур условисене тивĕçтерекен çуртсем хăпартма май туса панине каларĕ.

Юлашкинчен Р.Тихонов депутат ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Романтика» лагерьте пулса курчĕ, ачасемпе курса калаçрĕ, вĕсен канăвĕпе кăсăкланчĕ, педколлективпа тĕл пулса хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика