АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей стартне 16-мĕш хут тухрĕç

13 июля 2013 г.

Раççей стартне 16-мĕш хут тухрĕç

Раççейĕн 8 регионĕнчен тата Казахстан республикинчен килнĕ 15 команда хутшăнчĕ кăçал Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă Алексей Трофимова асăнса июлĕн 8-9-мĕшĕсенче велоспорт-маунтинбайк енĕпе Вăрмар районĕн уçă чемпионачĕпе мала тухассишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнира.

Мускав, Самара, Тольятти, Ульяновск, Чулхула, Сестрорецк (Ленинград облаçĕ), Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Приморье крайĕн, Казахстан, Патăрьел салипе Вăрмар районĕн велосипедисчĕсем вăй виçме килнĕ Мăнçырма çĕрĕ çине. Кăçал вăл 16-мĕш хут иртрĕ. Унта 160 спортсмен хутшăнчĕ.

Спортсменсем старта июлĕн 8-мĕшĕнче 11 сехетре тухрĕç. Тупăшу çивĕч иртрĕ, шăрăх çанталăк вĕсен вăйне нумай илчĕ. Йывăрлăха парăнма çуралманскерсем 15 сехет те 30 минутра Мăнçырма шкулĕн картишĕнче, ăмăртăва чаплă лару-тăрура уçнă тĕле, яланхиллех патваррăн курăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене, вĕсен тренерĕсене, курма килнисене чи малтанах ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ С.Шелтуков саламларĕ. Çак турнира çĕршывăн, ют çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен спортсменсем хутшăнни унăн пĕлтерĕшĕ çулсерен ÿссе, çамрăксем сывă пурнăç йĕркине суйласа илесси сарăлсах пыни çинчен каларĕ вăл. Район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, хăй те тĕрлĕ енлĕ аталаннă спортсмен, анчах чи пысăк çитĕнÿсене велосипедпа чупса тунăскер, трасса çинче çĕнтерÿ мĕнле йывăрлăхпа килнине çын каланă тăрăх çеç пĕлмест. Ăмăртăва хутшăнакан пур спортсмена та тÿсĕмлĕх сунчĕ.

Алексей Трофимовăн ашшĕпе амăшĕ - Татьяна Сергеевнапа Николай Никонорович - хăйсен ывăлне асра тытнăшăн, ун ячĕпе вун улттăмĕш турнир ирттернĕшĕн тав турĕç. Трасса çинче питех те асăрхануллă пулмалли çинчен каларĕç. Çавăн пекех ăмăртăва уçнă чаплă мероприятие район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Иванова, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Л.Агапова, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, шкул директорĕ В.Николаев, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте хутшăнчĕç, спортсменсене ăнăçусем сунчĕç.

Пĕрремĕш кун 2001 çулта тата каярах çуралнă хĕр ачасенчен 18 çухрăмлă дистанцире финиша Патăрьел хĕр ачи А.Тукмакова пĕрремĕш çитрĕ. Çак дистанцирех çав çулхи арçын ачасенчен Вăрмарти О.Николаев пĕрремĕш пулчĕ. 1999-2000 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанници М.Чубукова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Арçын ачасенчен çак спорт шкулĕнчех ăсталăхне туптакан А.Федотов пĕрремĕш пулчĕ.

1997-1998 çулсенче çуралнă яшсен ушкăнĕнче Н.Мясников (Мăнçырма) иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. 1995-1996 çулсенче кун çути курнисем хушшинче Мускав хулинчен килнĕ спорт мастерĕн кандидачĕсемпе спорт мастерĕсем малтисем пулчĕç.

Июлĕн 9-мĕшĕнче те спортсменсем старта 11 сехетре тухрĕç. Енчен те ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче вĕсен тÿсĕмлĕхне шăрăх çанталăк тĕрĕслерĕ пулсан, иккĕмĕш кунне - çумăр. Апла пулин те велосипедистсем темле çанталăкра та тупăшма, малалла ăнтăлма пултарнине кăтартса пачĕç.

2001 çулта тата каярах çуралнă хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăнта каллех А.Тукмакова (Патăрьел) пулчĕ. Çак çулсенче çут тĕнчене килнĕ арçын ачасем хушшинче те пĕрремĕш кунхипе танлаштарсан улшăнусем пулман - О.Николаев (Вăрмар) пĕрремĕш вырăна никама та паман. А.Горшков вара (Кавал) финиша ун хыççăнах çитсе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 1999 çулта çуралнă хĕр ачасемпе тупăшса пирĕн М.Чубукова иккĕмĕш пулнă.

1999-2000 çулсенче çуралнă çамрăксен çапса çăвакан çумăр айĕнче ăмăртма тивнĕ. Çавăн пек лару-тăрура та А.Федотов (Вăрмар) финиша иккĕмĕш çитнĕ. Ытти тĕрлĕ çулсенче çуралнисем хушшинче малти вырăнсене Сестрорецк (Ленинград облаçĕ), Мускав, Шупашкар, Казахстан спортсменĕсем йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе медальсем, кубоксемпе парнесем парса чысланă.

Ăмăртăва йĕркелекенсем ăна çÿллĕ шайра ирттерсе яма пулăшнăшăн укçа-тенкĕ енчен пулăшнă пур спонсора та тав тăваççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика