АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат-журналсемпе вăхăтра тивĕçтерет

13 июля 2013 г.

Хаçат-журналсемпе вăхăтра тивĕçтерет

«Раççей Почти» федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн районти почта çыхăнăвĕн Чупайĕнчи уйрăмĕнче Т.Егорова, В.Сорокина, Л.Моисеева, Е.Александрова почта ĕçченĕсем хăйсен ĕçне пур яваплăха туйса тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсем кашни çыхăнтару тапхăрĕнче Чупай, Патти, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал чылай çырăнтарма тăрăшаççĕ.

Акă Елена Александрова почтальонкăнах илер-ха. 2008 çултанпа тăрăшать вăл çак яваплă ĕçре. Кашни кун Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчен Чупайĕнчи почта çыхăнăвне хаçат-журнал илме утать. Шăрăх-и, сивĕ-и, çил-тăман-и, нимĕнле çанталăка пăхмасăр кашни киле хаçат-журналпа тивĕçтерет пултаруллă почтальон. Уйрăм начальникĕ Татьяна Петровна унăн ĕçĕпе кăмăллă, ял-йыш вара ăна яланах тарават. Вырăнти халăха Раççейре, ресубликăра тухса тăракан тĕрлĕ изданисемпе тивĕçтернисĕр пуçне районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата Е.Александрова маттур почтальон кашни çырăнтару кампанийĕнчех ытларах та ытларах çырăнтарма тăрăшать. «Хĕрлĕ ялав» хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн 54 экземпляр çырăнтарнă. Иртнĕ çырăнтару кампанийĕпе танлаштарсан 10 экземпляр ытларах пулнă. «Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакансем район аталанăвĕ, унăн пултаруллă ĕçченĕсем çинчен ытларах вуласа пĕлес тĕллевпех район хаçатне çырăнма тăрăшаççĕ», - тет Елена Петровна почтальонка.

Эппин, Чупайĕнчи почта çыхăнăвĕнче тăрăшса вăй хуракансене профессиллĕ уявпа саламласа ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика