АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ юрă ăсти

13 июля 2013 г.

Илемлĕ юрă ăсти

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче ЧАССР, РСФСР искусствăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, РСФСР халăх артисчĕ Филипп Миронович Лукин çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.

Унăн чуна çĕклекен хаваслă юррисем республикăри профессиллĕ тата хăй тĕллĕн ĕçлекен хорсен репертуарне çирĕп кĕрсе вырнаçнă. Вĕсене Чăваш филармони артисчĕсемпе музыка театрĕн артисчĕсем, музыка вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем, илемлĕ пултарулăх участникĕсем сцена çинче час-часах шăрантараççĕ, ун юррисем Чăваш радиопа тата телевиденипе янăраççĕ.

Лукин 800 ытла юрă çырнă, Шупашкарта унăн юррисен 17 пуххи тухнă тата Мускавра - 12. Композитор ачасене 80 ытла юрă парнеленĕ. Ф.Лукин халăх юррисене пухассипе те нумай ĕçленĕ. Вăл 150 кĕвĕне яхăн çырнă. Вĕсенчен нумайăшне композитор хорпа тата уйрăммăн юрлама илемлетнĕ («Хăмла пахчи», «Çĕршывăм, савăн!» тата ыттисем те).

Лукинăн пултарулăхĕ уйрăммăн юрламалли лирикăллă юрăсене çырассинче те лайăх палăрнă («Уçланкăри палан», «Çутă ĕмĕт», «Çамрăксен юрри», «Сирень» тата ыттисем те).

Паллă композитора халалласа Вăрмарти тĕп библиотекăн тавра пĕлÿ пайĕнче «Илемлĕ юрă ăсти» курав йĕркеленĕ. Вăл «Чаплă ĕмĕр юрăçи», «Ĕçĕ, ячĕ, халăхра», «Чун-чĕре юррисем» пайсенчен тăрать. Красноармейски районĕнчи Çавалçырма ялĕнче çуралнă композитор çинчен кунта тĕплĕн пĕлме пулать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика