13 июля 2013 г.
Пуйăссен хăвăртлăхĕ çулсерен ÿссех пырать. Хăрушсăрлăх чи малти вырăнта пулнине шута илсе чукун çул урлă каçмалли переездсен йышне чакарнă пулин те, çав-çавах пуйăспа автотранспорт хатĕрĕсем, шел пулин те, пĕр-пĕринпе «тĕл пулаççех». Кашнинче тенĕ пекех вăл синкерпе вĕçленет. Кашни водителех пуйăспа автомашина пĕр виçеллĕ категорире маррине питĕ лайăх ăнланать, анчах васканăран-и е хăйне хăй ытларах шаннăран-и - çул правилисене пăсать. Çавăнпа та, тархасшăн, çакна яланах асра тытăр:
- переезд çине светофор сигналĕ янăранă е шлагбаум хупă чухне нихăçан та пырса ан кĕрĕр. Паллă-çке - часах пуйăс çитмелле;
- переезд çинче нихăçан та хирĕç килекен транспорт çулĕ çине ан тухăр;
- переезд çинче нихăçан та тепĕр транспортран иртсе кайма ан тăрăшăр.
Çакна та ан манăр: чукун çул составне чарас тесе тормоз çине пуснă хыççăн та вăл чарăниччен 1000 - 1200 метр малалла каять. Пурнăç - чи хакли. Пĕр минут вăхăт перекетлессишĕн эсир хăвăрăн тата 400-500 пассажир пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăрататăр. Çакă нимĕнле ăслă-тăнлă çынна та кирлĕ мар.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В. ТРОФИМОВ, Канашри дистанци cулeн начальникe.