13 июля 2013 г.
Автотранспортăн регистраци номерĕсене вăрласси пысăк хуласенче сарăлни пирки телевиденин криминал хроникисенчен пĕлеттĕмĕр ку таранччен. Çакăн евĕр преступлени тăвасси халĕ пирĕн тăрăха та çаврăнса çитрĕ.
Урама е çуртсем умне лартса хăварнă автомашинăсен номерĕсене кăларса илсе каясси (уйрăмах каçхи вăхăтра) сарăлма пуçларĕ. Тĕллевĕ паллă - ĕçлемесĕр укçаллă пуласшăн. Номере кăларса илнĕ хыççăн хурахсем хуçи патне шăнкăравласа çав-çав хакпа тавăрса паратпăр теççĕ. Тепĕр сăлтавĕ - ют номерсемпе преступленисем тума çăмăл. Çакă чылай автотранспорт хуçисене пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен çĕнĕ номер илес тесен нумай çĕре çитмелле, укçа-тенкĕ те тăкакланать. Çавăнпах пулĕ инкек тÿснисенчен хăшĕ-пĕрисем правăна сыхлакан органсене пырса çÿремеççĕ, преступлени тăвакансенчен хăйсен номернех 2-3 пин тенкĕ тÿлесе каялла илеççĕ.
Мĕн тумалла-ха патшалăх номерĕсене кăларса ан кайччăр тесен?
- Номерсене стандартлă мар болтсемпе, шурупсемпе çирĕплетмелле;
- икĕ пайран тăракан тимĕр рамкăсем вырнаçтармалла;
- икĕ енлĕ скотчпа çыпăçтармалла е автомашина сигнализацийĕпе çыхăннă хушма датчиксем вырнаçтармалла.
Транспорт çине çĕнĕ, шанчăклă сигнализаци лартмалла, автомашинăна видеокамерăсем вырнаçтарнă вырăнта хăвармалла. Патшалăх номерĕсĕр юлтăрах пулсан, пулăшу ыйтма полици уйрăмне пырăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Ю.КУЗНЕЦОВ, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарская» уйрaмeн следстви пайeн следователe.