13 июля 2013 г.
Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн çĕршывра табака хирĕçле çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ. Мĕнле çĕнĕлĕхсем килсе тухрĕç-ха ăна йышăннă хыççăн.
Унпа килĕшÿллĕн 2013 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, спорт тата культура объекчĕсенче, больницăсенче, поликлиникăсенче, санаторисенче, самолетсем, хула тата хуласем хушшинче çÿрекен транспорт çинче, вокзалта тата аэропортра, метро станцийĕсенче (шалта тата вĕсенчен 15 метр çывăхĕнче), соцслужбăсен пÿлĕмĕсенче, патшалăх влаçĕн органĕсен тата муниципалитетсен çурчĕсенче, ĕç вырăнĕсенче, лифтсенче, подъездсенче, ача-пăча площадкисемпе пляжсенче туртма чарнă.
2014 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара электричка платформисенче, АЗСсенче, гостиницăсенче, кафесенче, ресторансенче, пасарсенче, поездсем çинче туртма чараççĕ. Унсăр пуçне, çĕнĕ саккунпа çĕршыври кирек хăш поликлиникăра та хăйсем туртма пăрахма вăй çитереймен çынсене врачсем çак сиенлĕ йăларан хăтăлма тÿлевсĕр пулăшма тивĕçлĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.ДЕМЬЯНОВ, район прокурорeн заместителe.