АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма

13 июля 2013 г.

2007 çултан пуçласа «Ачаллă çемьесене патшалăх енчен хушма пулăшу памалли мерăсем çинчен» Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Унтанпа Чăваш Енре иккĕмĕш е ытларах ача çуратнă (усрава илнĕ) 44,2 пин хĕрарăм амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ. Çав шутра Вăрмар районĕнче - 1009 ача амăшĕ. Амăшĕн капиталĕпе виçĕ енлĕ усă курма пулать - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, хуть те хăш ачине те вĕрентме, амăшĕн ĕç пенсийĕ çумне хушăнакан пайне ÿстерме. Амăшĕсенчен ытларахăш пайĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасшăн. Çак уйрăмлăх пирки РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков каласа парать.

- Михаил Анатольевич, амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма мĕнле усă курма пулать?

Саккунпа килĕшÿллĕн, çак ыйтăва татса парассипе тĕрлĕ майсем пур:

1. Çурт илме е тума илнĕ кредитăн тĕп кивçен пайне тата процентсене татма;

2. Суту-илÿ килĕшĕвĕпе илекен пурăнмалли лаптăкшăн тÿлеме;

3. Договорпа пая кĕрсе çурт-йĕр тунăшăн тÿлеме;

4. Уйрăм çурт тума е çĕнĕрен юсаса çĕнетме (подрядлă организацисене явăçтармасан та);

5. Уйрăм çурт тунăшăн (çĕнĕрен юсаса çĕнетнĕшĕн) компенсаци илме;

6. Çурт-йĕр тăвакан, çурт-йĕр тума укçа-тенкĕ пухса пыракан кооператива кĕмелли пайне е пай тÿлевне тÿлеме;

7. Çурт-йĕр илме е пурăнмалли çурт тума кредит е займ илнĕ чухне (çав шутра ипотека енĕпе те) малтанхи взноса тÿлеме.

Амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе хăçан усă курма пулĕ;

- Ача миçе çултине пăхмасăр пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕсемпе займĕсене саплаштарма пулать. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă ытти енсемпе - иккĕмĕш ача 3 çул тултарнă хыççăн.

Пĕр кредитран тепĕр кредит çине куçнă пулсан амăшĕн капиталĕпе тĕп кивçене е процентсене татма усă курма пулать-и?

- Пулать. Тĕслĕхрен, енчен те эсир малтан ипотека кредичĕ илнĕ пулсан, кайран малтанхи кредита парса татма хăвăршăн лайăхрах тепĕр кредит илтĕр пулсан. Анчах çакна шута илĕр: пĕр кредитран тепĕр кредит çине ача çураличчен куçмалла.

Енчен те сертификат договорне амăшĕ çине мар, унăн мăшăрĕ çине çырнă пулсан амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курма пулать-и?

- Паллах пулать. Çурт-йĕр тăвассине е туянассине мăшăрăр йĕркелесе пырать пулсан, çавăн пекех кредит договорĕпе вăл заемщик пулсан.

Çурт-йĕре туса пĕтермен пулсан, çурт-йĕр кредитне амăшĕн капиталĕпе тÿлесе татма юрать-и?

Юрать. Çакна тума пая кĕрсе строительство ĕçĕсем пурнăçламалли патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларнă договор е уйрăм çурт тума ирĕк пани пур пулсан.

Ялта пурăнакансем çемьесемшĕн подрядлă организацисене явăçтармасăр çурт-йĕр тăвасси е юсаса çĕнетесси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакна пурнăçлама укçа-тенкĕне епле куçараççĕ?

- Çурт-йĕр хăпартма тата юсаса çĕнетме укçа-тенкĕне икĕ тапхăрпа куçараççĕ. Пĕрремĕш тапхăрта çĕр илни çинчен калакан документ, строительство ĕçĕсем ирттерме ирĕк пани, çурт-йĕре юсаса çĕнетме документсем пур пулсан строительство ĕçĕсем пуçламалла, вара укçа уйăраççĕ. Укçа-тенкĕн иккĕмĕш пайне строительство ĕçĕсем пуçланнине çирĕплетнĕ хыççăн пĕрремĕшне илнĕренпе 6 уйăх иртнĕ пулсан параççĕ.

Çурт-йĕре туса лартнă е юсаса çĕнетнĕ пулсан компенсаци илме мĕнле условисем пур?

- Кун пек чухне амăшĕн капиталне тăратнă сумма тăрăх пĕр вăхăтра куçараççĕ. Çакна шута илĕр - туса лартнă çуртăн харпăрлăхне 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа регистрациленĕ пулсан çеç. Юсаса çĕнетнĕ çуртăн правине хăçан илни пĕлтерĕшлĕ мар. Реконструкци ĕçĕсене кăна 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн туса ирттермелле.

Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче ачаллă çемьесене патшалăх енчен хушма пулăшу парасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма паракан заемсене те пырса тивеççĕ. Çĕнĕ саккунăн уйрăмлăхĕ мĕнре?

- Саккуна амăшĕн капиталне укçан илес текенсен çулне пÿлес тесе улшăнусем кĕртнĕ. Амăшĕн капиталĕпе заемсене татас, çурт-йĕр илес тата тăвас тесе усă курассине çирĕпрех тĕрĕслеме пуçлаççĕ. Заем укçа-тенкине алла памасăр банк счечĕ çине куçарĕç.

Хăш-пĕр чухне амăшĕн капиталĕ илмелли сертификат хуçисем укçа-тенкĕпе усă курассипе çыхăннă йышăнусене питĕ вăраха тăсса йышăннишĕн ÿпкелешеççĕ.

- Сакунпа килĕшÿллĕн çак ыйтăва заявлени панă хыççăн 30 кун хушшинче татса параççĕ. Çак вăхăт хушшинче ыйтса çырнисене тĕрлĕ ведомствăсене яраççĕ: Шалти ĕçсен министерствине, опекăпа ЗАГС пайĕсене, уйрăм çурт илнĕ чухне пурăнмалли çуртсене хаклакан комиссине, хăш-пĕр чухне ытти органсене те. Эпир çак ĕçе хăвăртлатас тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех тăватпăр. 2013 çултан пуçласа çак ыйтăва заявлени панă хыççăн вăтамран 22 кун хушшинче татса панă.

Укçа-тенкĕне хăш вăхăтра куçараççĕ?

- Саккунпа килĕшÿллĕн заявлени панă хыççăн - 2 уйăх хушшинче. Пĕр уйăхĕ заявлени тăрăх решени йышăнма, тепĕр уйăхĕ укçа-тенкĕне кредит, заем, строительство е вĕренÿ енĕпе пулăшу паракан организацисен счечĕсем çине куçарма кирлĕ.

Тĕслĕхрен, июнь уйăхĕнче çырса панă заявленисене июль уйăхĕнче Мускава укçа-тенкĕ илме ярса паратпăр. Июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕсем кунта куçмалла, уйăх вĕçĕнче вара вĕсене илекенсен счечĕсем çине куçаратпăр.

Ĕлĕкрен укçа шута юратать тенĕ. Ку хутĕнче те çакна тĕпе хурсах ĕнтĕ çак процедура кăштах тăсăлать.

Михаил Анатольевич,тĕплĕн ăнлантарса панăшăн тавтапуç Сире.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика