13 июля 2013 г.

«Ĕçчен çынна ĕç савать», - теççĕ ватăсем. Ку сăмахсем Тикаш ял тăрăхĕнче пурăнакан Елена Павловнăпа Николай Петрович Кабаковсем çинченех тесе калас килет. Çак пултаруллă çынсем мĕн ачаранах çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕ. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухсан та тăван ялтах тĕпленнĕ.
Çемье пуçлăхĕ Николай Петрович хăй вăхăтĕнче «Тегешевский» совхозра ферма заведующийĕ пулса тăрăшнă. Районта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркеленме пуçласан Н.Кабаков тÿрремĕнех «Звезда» хресчен (фермер) хуçалăхĕ пуçарса ярать. 10 гектар çинче вăл хăйĕн çемйипе пахча çимĕç çитĕнтерме тытăнать. Елена Павловнăпа Николай Петрович вашаватлăхĕ, хастарлăхĕ, çĕр ĕçне чунтан юратни вĕсен ачисем çине куçать. 6 ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă çак туслă çемье. Александр ывăлĕ çемйипе пĕрле тăван ялтах пĕр урамра тĕпленсе пурăнать. Тепĕр ывăлĕ Андрей предприниматель ĕçĕпе Шупашкар хулинче ĕçлет, вăл та çемье чăмăртанă. Хĕрĕ Татьяна Çĕнĕ Вĕренерте хăйĕн çемйипе пурăнать. Василий, Сергей ывăлĕсем тата Надежда хĕрĕ çемйисемпе ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле пурăнаççĕ.
Кĕçĕн хĕрĕ Надежда Николаевна мăшăрĕпе Алексей Вениаминович Казаковпа теплица хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вĕсем хăйсен вăйĕпе икĕ пысăк теплица туса лартнă. Халĕ хăяр тухăçлă çитĕнтерессипе тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне купăста, помидор тата ытти пахча çимĕç те çитĕнет кунта.
Ĕç - пурнăç тыткăчи. Çак туслă çемье çĕр çинче ĕçлесе хăйсене валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме, пахча çимĕç çитĕнтерсе тухăç илме пултарни чăннипех те савăнтарать.Малашне те кун пек ĕçчен çемьесем пирĕн ял тăрăхĕнче ытларах пуласса шанас килет. Вĕсем ĕнтĕ ял хуçалăхне аталантаракансем, çĕршыв малашлăхĕшĕн тăрăшакансем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.НАРСОВ, Тикаш ял тaрaхeн пуcлaхeн заместителe.