13 июля 2013 г.
Çак кунсенче Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ресурс центрĕ уçăлнă. Савăнăçлă уявра Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, «Сименс» компанин Раççейри тата Тĕп Азири президенчĕ Дитрих Меллер пулнă.
Заводăн генеральнăй директорĕ А.Федотов кунта нумай çул хушши ăста специалистсем вăй хуни çинчен пĕлтернĕ. Анчах пурăна киле вĕсем ватăлса пыраççĕ. Улăштарма çамрăксем кирлĕ. Ăна татса памашкăн предприяти коллективĕ вырăнтах квалификациллĕ рабочисем хатĕрлеме, специалистсен пĕлĕвне тарăнлатма май шыраса тупнă - ресурс центрĕ хатĕрленĕ. Кунта тĕпчев ĕçĕсем ирттерме те меллĕ. «Центр малашне завода ресурспа пуянлатса хăватне ÿстерме, производствине тухăçлăрах аталантарма, çынсен пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ», - тенĕ Александр Борисович.
М.Игнатьев электроаппарат заводĕнче ресурс центрĕ хута кайни кадр çивĕчлĕхне сирес ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
- Чăваш Енĕн çĕр айĕнче хаклă пурлăх çук, анчах эпир ĕçчен те маттур çынсемпе пуян. Тĕллев - вĕсенчен профессие лайăх пĕлекен ăста специалистсем хатĕрлесси, квалификацие çулсеренех малалла аталантарасси, - тенĕ Михаил Васильевич. - Центрта студентсем ăс-тăна теорипе пуянлатаççĕ çеç мар, ăна производствăра çирĕплетме те пултараççĕ. Çĕршыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ. Çавна май рынокра çул уçса тĕнчери компанисемпе çивĕч тупăшма кадрсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тăтăшах ÿстерсе тăмалла. Ку енĕпе заводăн ресурс центрĕн пĕлтерĕшĕ пысăк.
М.Игнатьев, Дитрих Меллер тата «ШЭАЗ» АХО директорсен канашĕн председателĕ М.Шурдов савăнăçлă лару-тăрура хăю касса центр уçăлнине пĕлтернĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.