10 июля 2013 г.

1996 çултах Раççей Федерацийĕн Президенчĕ «Раççей гражданĕсен Конституци прависене пурнăçа кĕртесси çинчен» 337-мĕш Указ кăларнă пулнă. Çак документ граждансене хуçалăхсенче хăйсене тивекен пурлăх пайне харпăрлăха куçарма май туса панă.
Пирĕн районта уйрăм çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухасси уйрăмах 2006 çултан пуçласа анлă сарăлчĕ: уйрăм çынсем хăйсен лаптăкĕсенче тĕш-тырă, тĕрлĕ пахча çимĕç, выльăх-чĕрлĕх валли курăк çитĕнтерме пуçларĕç. Анчах пурте çĕр ĕçĕпе ĕçлеме вăй çитереймеççĕ - пĕрисем ватлăх енне кайнă çынсем, теприсем - хулара е урăх вырăнта пурăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсен çĕр пайĕсене арендăна илсе пысăкрах хуçалăх йĕркелекенсем те йышланчĕç çак хушăра. Вĕсенчен пĕри - Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Юрий Витальевич Архипов. Юлашки темиçе çул хушши вăл 20 гектара яхăн йышăнакан лаптăкра тĕш тырă, çĕр улми, люцерна çитĕнтерет. Кăçал та 12 гектар çинче урпа акса хăварнă, кĕрхи тулă 2 гектар йышăнать, ытти лаптăк çинче - люцерна.
Июль пуçламăшĕ - утçи вăхăчĕ. Эпир Юрий Витальевич участокне çитсе курнă вăхăтра вăл Польшăран кÿрсе килнĕ утă тавăракан агрегатпа (ворошилкăпа) паккуссем тăватчĕ.
- Кĕске вăхăт хушшинчех тюксем туса кил-çурт таврашне турттарса кĕресшĕн, - терĕ вăл. Хĕл хырăмĕ пысăк, - хуçалăхра вара ĕне те пур, вăкăрсем те йышлă...
Чăн та, çулла кунĕ вăрăм пулсан та ĕçĕн те вĕçĕ-хĕрри çук. Утă пухса кĕртсенех вырмана хатĕрленме пуçламалла. Пултаруллă çĕр çынни кăçал СК-5 комбайн туяннă, вăл йĕркеллех ĕçлет пулин те, ĕççи умĕн ăна тепĕр хут пăхса ямалла. Çакна та каласа хăвармалла - Юрий Витальевич кăçал хăйĕн участокне çынсен çĕр пайĕсене илсе 30 гектара çитерчĕ. Кĕркунне хушма çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн.
Техника базине те пуянлатса пырать хуçа. Çÿлерех асăннă комбайнпа ворошилкăсăр пуçне вăл кăçал Польшăра туса кăларнă çĕнĕ косилка та туяннă, Т-40 трактор малтанах пур.
Пĕччен пур ĕçе те туса ĕлкĕрме çук ĕнтĕ, çак ĕçре ăна мăшăрĕ Эльвира Леонидовна (вăл ялти шкулта биологи учителĕ пулса ĕçлет) ăнланни, аслă ывăлĕсем - Артемпа Альберт май килнĕ таран пулăшу кÿни ÿсĕмсем тума пулăшать. Кĕçĕнни, Лев, улттăра кăна-ха, анчах малалла ашшĕ ĕçне тăсас шанăç халех пур.
В.ТОЛМАТОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"