10 июля 2013 г.
Июлĕн 6-17-мĕшĕсенче Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVII Универсиадăна Раççейĕн пĕрлештернĕ командине 640 спортсмен тата 299 тренерпа специалист кĕнĕ. Чăваш Енрен унта 8 спортсмен хутшăнать. Раççей команди пĕрремĕш кунсенчех пуринчен нумайрах медальсем илме пултарчĕ. Вăл шутра пирĕн ентеш те пур.
Июлĕн 7-мĕшĕнче Алина Прокопьева 10 пин метра чупассипе кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унран Айко Сузуки японка çеç иртсе кайнă. Пирĕн тепĕр ентеш Н.Пучкова çак чупура 5-мĕш вырăн йышăннă, Раççейĕн тепĕр представительници Н.Леонтьева финиша 8-мĕш çитнĕ.
Кам-ха вăл - 27 çулхи пирĕн пултаруллă стайер; А.Прокопьева (Алексеева) - Мари Республикинчен С.Егоров тренер сĕннипе хĕр Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме килнĕ. Ăсталăхне туптанă май Раççейри ăмăртусенче палăрма тытăннă, 2007 çулта Европа чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Халĕ унăн вĕрентекенĕ - СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ М.Кузнецов. А.Прокопьева тата 10000 метрта пиллĕкмĕш пулнă Н.Пучкова июлĕн 12-мĕшĕнче çурма марафон стартне тухĕç. Çакна та палăртса хăвармалла - 1970 çулта Шăхаль çамрăкĕ Н.Пуклаков çăмăл атлет Туринта Универсиада чемпионĕн ятне тивĕçнĕ пулнă.
ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерстви.
Источник: "Урмарская районная газета"