10 июля 2013 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Мăнкун хыççăн тăхăр эрне иртсен Хĕрлĕçыр ял халăхĕ тата кунта килекен хăнасем ял хĕрринчи Кĕтне юхан шывĕ çывăхĕнчи улăха ял уявне - Теветей - ирттерме пуçтарăнаççĕ. 300 çул ытла тăсăлакан йăла-йĕркене Хĕрлĕçырсем кăçал та пăсмарĕç.
Мероприятие чаплă лару-тăрура уçнă май Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов пурне те çак пĕлтерĕшлĕ уявпа ăшшăн саламларĕ, ĕçре çитĕнÿсем тума, çемьере тулăх та тăнăç пурнăçпа пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕ. Район администрацийĕнчен Хĕрлĕçырсене саламлама строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов килнĕ. Вăл пухăннисене райадминистрацин пуçлăхĕн К.Никитинăн саламлă сăмахĕсене вуласа пачĕ. Ентешĕсене паллă журналист, нумай кĕнекесен, çав шутра «Тăван ялăм - Хĕрлĕçыр» кăларăм авторĕ А.Хованский саламларĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхне Вăрмар тăрăхĕнчи спортсменсене халалланă çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ. «Водоканал» тулли мар яваплă общество ертÿçи Ю.Иванов та уява пухăннисене ăшă сăмахсем каласа уява çÿллĕ шайра ирттерме сунчĕ. Çакăн хыççăн ĕçре палăрнă çĕр ĕçченĕсене чысласси пуçланчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов, «Сапаркин А.Г.» (ертÿçи А.Сапаркин), «Кĕтне» (ертÿçи В.Михайлов), хресчен (фермер), «Тихонов Н.А.» ИП (ертÿçи Н.Тихонов) хуçалăхсенче тăрăшакансен пĕр ушкăнне Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕ. Çакна та палăртма кăмăллă - Тикаш ял тăрăхĕнче пушă выртакан пĕр çĕр лаптăкĕ те çук. Çĕре юратаççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Ĕçĕ йывăр пулсан та çĕр пирĕн тăрантаракан пулнине манмаççĕ.
Чăваш эстрада çăлтăрĕсен юрри-ташшине курса та киленчĕç Хĕрлĕçырсем. Ку хутĕнче ял çыннисемпе хăнасене С.Павлов, С.Печникова юрăçсем, «Хурăнташ» ансамбль юрă-ташшисене парнелерĕç. Культура программине Хĕрлĕçыр çамрăкĕсем те - пĕр тăван Марийăпа Владимир Васильевсем - пуянлатрĕç.
300 çул ытла каялла халĕ Тутарстанри Кайпăç районне кĕрекен Кивĕ Мăрат ялĕнче чиркÿ уçаççĕ. Çакăн хыççăн ял-йыш унти чиркĕве тăтăшах çÿреме пуçланă. Çак кунран пуçланса кайнă та ĕнтĕ Теветей уявне паллă тăвасси. Вырăссем ăна «девятка» теççĕ. Ку вăл Мăнкун хыççăн тăхăр эрне иртнĕ тенине пĕлтерет.
Спорт вăййисем те çÿллĕ шайра иртрĕç. Юлан утпа чупса пĕрремĕш вырăна кÿршĕллĕ Тутарстанри Зеленодольск районĕнчи А.Шарипов пĕрремĕш пулчĕ, Тикашри В.Павлов - иккĕмĕш. Кире пуканĕ йăтассипе З.Ларионовăпа унăн хĕрне Венерăна çитекеннисем пулмарĕç. Наци кĕрешĕвĕнче те паттăра Хĕрлĕçырсемех - С.Чернов - юлчĕ.
Уява йĕркелесе ирттерме ял тăрăхĕн администрацийĕ, культура, вĕрентÿ ĕçченĕсем нумай вăй хучĕç, укçа-тенкĕ енчен спонсорсен йышлă ушкăнĕ - предприятисемпе организацисен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, уйрăм çын предпринимательсем сумлă пулăшу кÿчĕç.
Каçпа Хĕрлĕçырпа Тикаш ял командисем футболла выляса вăй виçрĕç, ялти культура çуртĕнче дискотека иртрĕ. Ватти те, вĕтти те савăнчĕ çак кун ял уявĕнче. Каçхи Кĕтне çийĕн унăн шавĕ инçете ян кайрĕ.
В.Нарсов.
Источник: "Урмарская районная газета"