10 июля 2013 г.

Манăн тĕлĕнмелле сăпайлă, интеллигентлă çын, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, юратнă вĕрентекен Людмила Ивановна Платонова çинчен çырма тÿр килчĕ.
30 çул иртрĕ ĕнтĕ пирĕншĕн, Урнарти вăтам шкултан вĕренсе тухнăскерсемшĕн, юлашки шăнкăрав сасси янăранăранпа. Çак çулсем хушшинче эпĕ час-часах пире вĕрентнĕ, хăйсен ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартнă учительсене аса илетĕп. Пуринчен ытла вара манăн чĕрере Людмила Ивановна пысăк вырăн йышăнать. Вăл яланах пире хăйĕн анлă тавра курăмĕпе, пысăк пĕлÿ шайĕпе тĕлĕнтерсе тăратчĕ.
Л.Платонова хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Хăйĕн пуян ĕç опычĕпе, пултарулăхĕпе усă курса темиçе ăрăва вĕрентсе кăларнă вăл. Пурĕ 5 класс руководителĕ пулнă. Вăл вĕрентсе кăларнисем хушшинче биологи учителĕсем (Галина Александровна Криванова-Антонова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, хальхи вăхăтра Куславккари 3 номерлĕ шкулта хими, биологи предмечĕсене вĕрентет, Елена Валерьяновна Краснова), ытти предметсене вĕрентекенсем, тухтăрсем, строительсем, инженерсем...
«Пирĕн ырă кăмăллă, ăслă-тăнлă юратнă учитель», - теççĕ Людмила Ивановна пирки унăн вĕренекенĕсем. Миçе ачана чăн-чăн çын пулма вĕрентмен-ши вăл тĕрĕс воспитани, вăхăтра ырă канаш парса. Хăйĕн çинчен питех каласа пама юратмасть юратнă вĕрентекен, çапах та чуна уçса калаçнă хушăра куççульпе йĕпеннĕ куçĕсем хăйĕн ĕçне чунтан юратни çинчен калаççĕ.
Шкулта ĕçленĕ вăхăтра Людмила Ивановна хăйĕн тапса тăракан вăй-хăвачĕпе шкул çумĕнчи участок ĕçне ертсе пынă. Мĕн кăна çитĕнтермен пулĕ шкул пахчинче: çĕр улми, купăста, хĕрлĕ кăшман, сухан, хăяр...Сад-пахчи вара мĕне тăратчĕ! Çав тери тутлă пан улмисемпе грушăсем çитĕнетчĕç кунта. Ку вăл - биологи учителĕн тÿпи.
Людмила Ивановна тин ĕçе пуçăнакан çамрăк биолог учительсен наставникĕ те пулнă. Унăн, професси ăсталăхне кура, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче экзамен тыттаракан комисси членĕ те пулма тÿр килнĕ. Л.Платонова шкулта биологи предмечĕпе кружок ертсе пынă, унта эпир савăнсах çÿреттĕмĕр.
Хуть те хăш ĕçе тытăнсассăн та пур яваплăхпа пурнăçлатчĕ хăйне шанса панă тивĕçе, алăран кайтăр тесе мар, чун-чĕре ыйтнипе. Людмила Ивановна нихăçан та йывăрлăхсенчен хăрамасчĕ, яланах унăн çумĕнче - ачасем, çамрăк учительсем.
Юратнă вĕрентекен халĕ 72 çулта, паянхи кун та вăл çирĕп, активлă. Пĕр минут та ĕçсĕр лармасть. Ялти шкулта пулса иртекен мероприятисенче яланах хисеплĕ хăна вăл. Пурĕ 33 çул ĕçленĕ вăл кунта. Педагогика ĕçĕн ветеранĕпе тĕл пулни вĕренекенсене унран чылай тĕслĕх илме хистет.
Мăшăрĕпе, Владислав Платоновичпа, хĕрпе ывăл - Еленăпа Сергей - çуратса ÿстернĕ. Ачисем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.
Тавах Сире, Людмила Ивановна, хăвăрăн пархатарлă ĕçĕршĕн.
Л.Чердакова (Алексеева), 1979 çулта шкултан вĕренсе тухнăскер.
Источник: "Урмарская районная газета"