10 июля 2013 г.

Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн акт залĕнче Чăваш Республикинчи хула округĕсен тата муниципаллă район администрацийĕсен огранизациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕсемпе канашлу иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн Администрацине ертсе пыраканĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Васильев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.
Канашлăва хутшăннисем умĕнче Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхĕсен канашĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ С.Николаев вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне халăх мĕнлерех хутшăнни тата ялсенчи старостăсен ĕçне йĕркелесе ярасси темăпа тухса калаçрĕ. Станислав Андреевич палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра муниципаллă пĕрлĕхсенче пурĕ 206 ял старости хăйсен ĕçне пурнăçласа пырать. Çакă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче кирлĕ те яваплă ĕç шутланать. Ял старостине ялта чи шутлă та сумлă çынна суйлаççĕ. Вăл вырăнти халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене татса пама пултарать. Çапла майпа ял администрацийĕн пуçлăхне те вăл курăмлă пулăшу кÿрет. Ял старостисен ĕçĕ - обществăлла ĕç шутланать. Çавăнпа та вĕсен статусне çĕклес тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен Положени йĕркелемеллине, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çумĕнче старостăсен канашне туса хумаллине палăртрĕ Станислав Андреевич.
Пирĕн республикăра ятарласа кашни çул ял старостисен слечĕ иртет. Унта ял тăрăхĕсемшĕн тăрăшакан чи лайăх старостăсене палăртаççĕ. Иртнĕ çул 12 ял старостин ĕçне пысăк хак панă.
ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ С.Тарасов муниципаллă пĕрлĕхсенче суйлавсене мĕнлерех хатĕрленсе ирттересси пирки тухса калаçрĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-службин пайĕн информаци ресурсĕсен сектор заведующийĕ И.Васильева ял тăрăхĕсен сайтсемпе мĕнлерех ĕçлемеллине палăртса хăварчĕ. Вăл общество ĕçĕнче кирлĕ пĕлтерĕшлĕ хыпарсене, нормативлă право акчĕсене, РФ Президенчĕн, ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕсене вăя кĕнĕ кунран сайта вырнаçтармллине каларĕ. Çавăн пекех автор правине пăсма, ку е вăл çыннăн даннăйĕсене лартма юраманнине палăртрĕ Инесса Николаевна. «Çырнă материалсене Интернетри сăн ÿкерчĕксемпе сайта лартма тăрăшмалла мар, мĕншĕн тесен автор правине пăсма пулать. Кун пек тĕслĕхсем те пулнă», - терĕ И.Васильева.
«Муниципаллă пĕрлĕхсенче документ çаврăнăшне электрон мелĕпе ĕçлеттересси» темăпа ЧР Контроль управленийĕн консультанчĕ И.Миронова тухса калаçрĕ.
Вăрмар район администрацийĕ организациллĕ ĕçсене мĕнлерех пурнăçласа пыни пирки Вăрмар район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов паллаштарчĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацине ертсе пыраканĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Васильев асăннă канашлу çÿллĕ шайра иртнине, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май килнине, малашлăхра пĕр тĕвере пулса тухăçлă ĕçлесе пырсан палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пултарнине палăртрĕ.
З.ПАВЛОВА.
Источник: "Урмарская районная газета"