06 июля 2013 г.
Пĕтĕм тĕнчери XXVII Универсиада - Олимп вăййисем хыççăн пĕлтерĕшĕпе иккĕмĕш вырăнта тăракан спорт уявĕ. Студентсен ăмăртăвĕ 2 çулта пĕрре килет. Кăçал вăл паянтан пуçласа июлĕн 17-мĕшĕччен Хусанта иртет.
Унта Чăваш Енĕн сакăр пултаруллă çамрăкĕ малти вырăнсемшĕн вăй виçĕ. Маларах иртнĕ тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Раççей командин йышне кĕме А.Прокопьевăпа Н.Пучкова (стайер дистанцийĕнче), В.Соколовăпа М.Пандакова тата И.Юманова (хăвăрт утакансем), К.Савицкая (çичĕ енлĕ кĕрешÿре), Е.Краснова (ирĕклĕ кĕрешÿре) тата А.Савельева (теннис) нормативсене тултарса путевка çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех резервра чăваш çамрăкĕсем те йышлăн. Унсăр пуçне, ăмăртăва хаклама пирĕн республикăран 50 яхăн судья кайнă.
Палăртма кăмăллă: 2 çул каялла Китайра иртнĕ уявра чăваш çамрăкĕсем лайăх кăтартусемпе палăрнăччĕ. Универсиадăна хутшăннă 7 чăваш спортсменĕнчен улттăшĕ тĕрлĕ пахалăхлă медале тивĕçнĕччĕ.
Кăçал та Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVII Универсиадăра чăваш çамрăкĕсем шанăçа тÿрре кăларасса кĕтетпĕр. Ахальтен мар студентсен ăмăртăвĕн тĕп символĕ - çулăмĕ - Шупашкара çитсен Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăй сăмахĕнче çапла палăртнăччĕ: «Çирĕп кăмăллă çын яланах харсăр та паттăр, пур йывăрлăха çĕнтерме, малалла талпăнма пултарать».
Источник: "Урмарская районная газета"