АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпион ятне тивĕçнĕ

06 июля 2013 г.

Чемпион ятне тивĕçнĕ

Иртнĕ уйăхра Пушкăрстанри Салават хулинче бокс енĕпе Атăлçи Федераллă округ чемпионачĕ иртнĕ. Вăрмартан унта «Алмаз сапаланчĕкĕсем» клубра ăсталăхне туптакан Игорь Николаев хутшăннă.

Хальччен те тĕрлĕ шайри турнирсене пĕрре кăна мар хутшăннă 64 килограмлă çамрăк спортсмен ринга хăйĕн ăсталăхĕпе вăйне шанса тухнă. Виçĕ спортсменпа тытăçнă чăваш каччи, виççĕшĕнче хăйне хирĕç тăракансене парăнтарнă. Пĕрремĕш тытăçу Самар облаçĕнчи Жигулевск хулинчи спорт мастерĕн кандидачĕпе пулнă. Иккĕмĕшĕнче рингра Ульяновск облаçĕнчи А.Антоновпа тĕл пулса ăна та çĕнтернĕ. Виççĕмĕшĕнче Пушкăртстан боксерĕпе тытăçса ăна 25 : 11 шутпа çĕнтерсе Атăлçи Федераллă округĕн Чемпионĕ пулса тăнă, Оренбургра июлĕн 3-9-мĕшĕсенче иртекен Раççей чемпионатне кайма путевка çĕнсе илнĕ. Çак йĕркесем пичетленĕ вăхăтра вăл чемпионатра ăмăртать. Ăнăçу сана, Игорь!

В.ТОЛМАТОВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика