06 июля 2013 г.
Чăвашсем çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани çинчен час-часах илтме пулать. Çакна редакцие çар чаçĕсенчен ярса панă çырăвĕсене çар ĕç комиссариачĕ урлă час-часах илсе килни те çирĕплетсе парать.
Акă çак кунсенче тепĕр Тав çырăвĕ те çитрĕ редакцие. Ăна Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Еньковсен ячĕпе Тĕп çар округĕнчи патшалăх вăрттăнлăхне сыхлакан чаçĕн штаб начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ А.Коробко подполковник тата часть командирĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Н.Платов майор ярса панă.
«Хисеплĕ Владимир Яковлевич тата Альбина Васильевна! Пур кăмăлтан сирĕн ывăлăр Василий çар присягипе Уставсем ыйтнине тÿр кăмăлпа пурнăçласа пырать», - тенĕ унта. - Çакă эсир хăвăр ывăлăра тĕрĕс воспитани парса тÿрĕ чунлă пулма вĕрентнинчен те нумай килет. Служба вăхăтĕнче сирĕн ывăлăр çар тата обществăпа патшалăх хатĕрленĕвĕнче пысăк ÿсĕмсем турĕ. Дисциплинăна пăхăннипе, хăйне тивĕçлипе тытма пĕлнипе палăрса тăрать. Командирсем те, юлташĕсем те ăна хисеплеççĕ. Çакăн пек ывăл çитĕнтернĕшĕн сире чун-чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, çемьере тулăх пурнăç тата мĕн пур ыррине сунатпăр. Владимир Яковлевич тата Альбина Васильевна, эсир тивĕçлипех хăвăр ывăлăрпа мухтанма пултаратăр!»
Мĕн хушса каламалла ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ мĕнле - ачисем те çапла. Альбина Васильевна нумай çулсем хушши райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ пулса тăрăшать. Ятлă-сумлă çын вăл. Владимир Яковлевичăн вара алли пур ĕçре те ăста. Пĕр сăмахпа каласан - ыр йывăçран çимĕç çитĕнет.
В. ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Урмарская районная газета"