06 июля 2013 г.
Çулталăкри виçĕ уйăх умлă-хыçлă чăвашсен мухтавлă ывăлĕн ячĕпе СССР летчик-космонавчĕн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн Андриян Григорьевич Николаевăн ячĕпе çыхăннă.
1962 çулхи августăн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» караппа пĕрремĕш хут космос уçлăхне хăпарнă. Иккĕмĕш вĕçеве июнĕн 1-19-мĕшĕсенче «Союз-9» карап çинче ирттернĕ. Юлашки, ĕмĕрлĕхе тăсăлакан вĕçĕ-хĕррисĕр вĕçев уншăн 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче пуçланнă. Çав çул Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисем иртнĕ. Андриян Григорьевич çак ăмăртусен тĕп судйи пулнă ун чухне. Те хумханнипе, те ытла хавхаланнипе - ăмăрту хĕрсе пынă вăхăтрах унăн чĕри тапма чарăннă. Халĕ июлĕн 3-мĕшĕ - чăваш халăхĕн мухтавлă та паттăр ывăлне асăнмалли кун. Çак пулăма халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.
Андриян Григорьевичăн тăван ялĕнче Шуршăлта митинг иртнĕ, унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă.
Республика Пуçлăхĕпе пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Е.Николаева, ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ В.Ефимов Андриян Григорьевичăн вил тăпри çине чечек кăшăлĕсем хунă. Унтах ăна асăнса кĕлĕ иртнĕ.
Çак кун Шуршăлти мероприятисем митинг иртнипех вĕçленмен. Чылайăшĕ Космонавтика музейĕнчи экспонатсемпе паллашнă. А.Николаева халалланă фильм пăхнă.
В.Иванова «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» документлă повеç пичетлесе кăларнă.
Чăваш кĕнеке издательстви хатĕрленĕ кĕнекене Чăваш Енĕн наци паттăрĕн, космонавт летчикăн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн А.Николаевăн пурнăç çулĕн тапхăрĕсене, «çăлтăр» паттăрлăхне халалланă. Автор тĕлĕнмелле çак çыннăн нумай енлĕ пултарулăхне кăтартса пама тăрăшнă. Кĕнекене репортаж стилĕпе çырнă, вăл А.Николаевăн, унпа пĕр шухăшлисен, тусĕсен, тăванĕсемпе çывăх çыннисен аса илĕвĕсенчен тăрать. Каласа кăтартнисенче вак-тĕвеке те айккине хăварман. Автор иртнипе хальхине çыхăнтарать, кĕнекери çынсене куçа курăнман микрофон «тыттарать», пулăмсене паянхи кун куçĕпе хаклать, хальхипе 50 çул каялла пулни-иртнине танлаштарать. Чăваш «Кăйкăрĕн» биографийĕнчи никамах та пĕлмен фактсене илсе кăтартать.
Источник: "Урмарская районная газета"