06 июля 2013 г.
Республикăри шкулсене çĕнетессипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пуçланнă.
Ку ĕçсене «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă общество пурнăçлать. Хальхи вăхăтра асăннă организацин рабочисем шкул çивиттине витессипе тăрăшаççĕ. Спортзалри чÿречесене пластик кантăксем лартнă. Шкулăн класĕсене сăрлассипе ĕçлеççĕ. Ача садĕнче ăшă паракан системăна çĕнетнĕ.
Строительсемпе пĕрлех шкул коллективĕ те çак ĕçре пысăк тÿпе хывать. Кашни кун тенĕ пекех кунта учительсемпе техника персоналĕ тĕрлĕ ĕçсем пурнăçласа пулăшать.
В.НАРСОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"