АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă тата çамрăк çемьесемпе канашларĕç

06 июля 2013 г.

Вăрмар район администрацийĕнче райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынипе нумай ачаллă çемьесемпе «Патшалăх енчен çемьесене, амăшĕсене, ачалăха хÿтлĕх парасси, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси çинчен» темăпа «çавра сĕтел» ирттернĕ.

Çак темăна сÿтсе явас ĕçе район пуçлăхĕ, РФ Пенси фончĕн Вăрмарти Управленийĕн начальникĕ М.Пуклаков, райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Н.Иванова, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем хутшăннă. «Çавра сĕтел» вăхăтĕнче республикăра çемьесене пулăшу паракан мерăсене сÿтсе явнă.

Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри çамрăк тата нумай ачаллă çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси тавра пулнă. Çавăн пекех ачасене ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтересси те хумхантаракан ыйтусенчен пĕри. Ун тавра та тĕплĕ калаçу иртнĕ.

Юлашкинчен «Çавра сĕтеле» хутшăннисем çемьене, амăшĕсене, ачасене хÿтĕлĕх парас енĕпе çыхăннă федераци, регион шайĕнчи саккунсен норматив базине улшăнусем кĕртме кирлине те палăртнă.

 

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика