АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сертификат илекенсен йышĕ ÿсет

06 июля 2013 г.

Сертификат илекенсен йышĕ ÿсет

Иртнĕ тунти кун райадминистрацин ларусен залĕнче черетлĕ планерка умĕн кăмăллă пулăм пулса иртрĕ. Кунта пухăннă тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен, предприятисен ертÿçисем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем умĕнче Вăрмар район пуçлăхĕ, РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕн начальникĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин икĕ е ытларах ача çуратнă амăшĕсене амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç.

Çемье общество тĕрекĕ пулнине палăртнă май, ача йышлăрах пулсан вăл татах çирĕпрех пулнине палăртрĕç, сертификат илнĕ ятпа саламларĕç. Ăна А.Смородинова (Кивĕ Вăрмар), Д.Петрова, О.Иванова, И.Черемисова (Вăрмар поселокĕ), И.Якубовская (Эçпепе), Л.Петрова (Аслă Чак), А.Казанцева (Кĕтеснер), Н.Мазер (Çÿлти Кинчер), С.Иванова (Пинер), А.Соколова (Арапуç) тивĕçрĕç. Çавăн пекех Михаил Анатольевич сертификатпа хăçан тата мĕнле усă курмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ.

В.Толматов.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика