АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыва кĕнĕ чух тимлĕ пулăр

03 июля 2013 г.

«Сыхланакана Турă сыхлать», - тенĕ ватăсем. Çуллахи шăрăх çанталăкра шыва кĕнĕ чухне уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен пĕрмаях хаçат-журналсенче çыраççĕ-ха, анчах та чылай чухне çакна темшĕн манатпăр çав. Юлашки вăхăтра уйрăмах çул çитмен ачасем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Çавăнпа та аслисен ку енĕпе тимлĕхе пĕрре те çухатас пулмасть.

Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта шыв объекчĕсенче пĕр инкек пулнă. Çав тери лайăх ишекенĕн те шывра тимлĕх пирки пĕр самант та манмалла мар. Пĕлмен çĕрте канма тивсен тикĕс те хăйăрлă, вăйлă юхăмсăр, тарăнрах мар вырăна суйламалла. Ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче кăна чăмма сĕнеççĕ. Хăш-пĕр кÿлĕпе юхан шыв шăрăхра та кирлĕ чухлĕ ăшăнса çитмест. Сивĕ çĕрте шăнăр хутлатма пултарать. Ÿсĕрле шыва кĕни вилĕм шырама кĕнипе пĕр танах тесен те йăнăш пулмасть. Çул çитмен ачасене шыва кĕме хăйсем тĕллĕн çеç яма юрамасть, аслисен пĕрле пулмалла. Ачасем шыва кĕнĕ чухне çыран хĕрринчен пăрăнма юрамасть е вĕсемпе пĕрле шывра пулмалла. Шывра хăрушлăх, чăн та, çири кĕперен те çывăх. Çакна яланах асра тытасчĕ.

Юлашки çулсенче кашни районта тенĕ пекех сывлăха çирĕплетмешкĕн, çамрăк ăру хушшинче физкультурăпа спорт юхăмне аталантармашкăн спорт комплексĕсем хута кайрĕç. Вăрмар поселокĕнче те «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлет. Çавăнпа та пĕлмен юхан шывсенче ишсе хăвăра хăрушлăх кăларса тăратасран çак комплексра ачасемпе пĕрле шывра ишме, сывлăха çирĕплетме килсен лайăхрах та пулĕччĕ. Кунта ишме пĕлменнисене ятарласа инструкторсем вĕрентеççĕ, кашни ачана пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Ю.ЕФИМОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика