АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул асăрхануллисене юратать

03 июля 2013 г.

Çул асăрхануллисене юратать

Паян Раççейре Патшалăх автоинспекцийĕн кунне паллă тăваççĕ. Ăна 1936 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче халăх Комиссарĕсен Совечĕн (СНК) йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Кайран улшăнусем чылай пулнă, чи пĕлтерĕшли - 1998 çултан ăна ГАИ вырăнне ГИБДД теме тытăннă. 2002 çултан ГИБДД тата ГАИ ятсем пĕр шайра тесе йышăннă. Çакăн çинчен тата ытти хăш-пĕр ыйтусем пирки кĕскен хуравлама эпир РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕнчен А.Кондратьевран ыйтрăмăр.

- Алексей Юрьевич, чи малтанах Сире хăвăра та, сирĕн ĕçтешĕрсене те профессиллĕ уявпа саламлатпăр. Ыйтăвĕ вара çапла: 1936 çулхи положенипе килĕшÿллĕн малтанхи çулсенче автоинспекцин тĕп тĕллевĕ аварисене хирĕç кĕрешесси, транспорта эксплуатацилес, техника нормисене туса хатĕрлес, ăна учета илесси пулнă. Халĕ унăн тĕллевĕсем улшăннă е çаплах юлнă-ши?

- Тĕппипех улшăннă тесех калас килмест. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - çул-йĕр çинче аварисем ан пулччăр тесе профилактика ĕçĕсем ирттересси çавах юлнă, ытти функцисем вара пурнăç улшăннипе вăл ыйтнă май хушăнса пынă - çул-йĕр патруль служби, водитель удостоверенине парасси, автотранспорта шыраса тупасси. Техосмотр кăларасси те пирĕн çинчех пулнă... Госавтоинспекци ĕçне РФ Президенчĕн 1998 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнчи 711 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Тĕплĕнрех çав Указран пĕлме пулать.

- Ума лартнă тĕллевсене районта миçе сотрудник вăйĕпе, техника единиципе пурнăçлатăр-ха?

- Муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» пайра 8 штат: административлă законодательствăн 3 инспекторĕ (пĕр штачĕ халĕ вакантлă), ДПСăн 5 инспекторĕ. Халăх дружини çинчен калакан Положенипе ДПСăн обществăлла 8 инспекторĕ пур. 2013 çулхи 5 уйăх хушшинче обществăлла инспекторсем 25 сменăна тухнă, йĕркене пăснă 579 административлă тĕслĕх тупса палăртнă. Халь тесен халь çула тухма хатĕр 3 çăмăл автомашина. Çакна та палăртса хăварас килет - Вăрмар районĕнче 5298, Тăвай районĕнче 3509 транспорт хатĕрĕ регистрациленĕ. Куратăр инспектор ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Темле пулсан та автоинспекци сотрудникĕсем çын нумай пухăнакан уявсем, тĕрлĕ мероприятисем вăхăтĕнче обществăлла йĕркелĕхе сыхлама тухаççĕ. Шалти ĕçсен уйрăмĕнчи ытти структура подразделенийĕсемпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлесси те йăлана кĕнĕ. Пилĕк уйăх хушшинче обществăлла йĕркене пăснăшăн 11 çынна тытса чарнă. Преступленисене уçса парас ĕçре те пирĕн тÿпе пур. ЧР ШĔМĕн информаци центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, ГИБДД сотрудникĕсем икĕ преступлени пирки уголовнăй ĕç пуçарма пулăшнă.

- Икĕ район çулĕсем çинче пилĕк уйăх хушшинчи лару-тăру еплерех-ши?

- Çак тапхăрта çул çинче йĕркене пăснă 1769 тĕслĕх тупса палăртнă. Пĕтĕмпе 461400 тенкĕлĕх административлă штраф хунă.

- Çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене уясси пирки ĕçсем мĕнле пыраççĕ?

- Раççей ШĔМĕн 2003 çулхи приказĕпе килĕшÿллĕн ГИБДД пайĕнче Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи пур шкул, садиксенче çул-йĕр çинче асăрхануллă пулмаллине ăша хывас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Пилĕк уйăх хушшинче çакăн пек 84 мероприяти ирттернĕ (пĕлтĕр - 40), район хаçачĕсенче материалсем пичетлесех тăратпăр, шкул ачисене турттаракан автобуссене тимлесе тăрасси - пĕрремĕш вырăнта. ГИБДД пайĕ тăрăшнипе Вăрмар поселокне кĕнĕ çĕрте хăрушсăрлăх пиçиххипе мĕнле усă курмаллине ăнлантарса паракан баннер вырнаçтарнă...

- Калаçушăн тавтапуç, Алексей Юрьевич, уяв ячĕпе мĕн каланă пулăттăр?

- Водительсене те, çуран çÿрекенсене яланах çул-йĕр правилисене пăхăнма, пĕр-пĕрне хисеплеме чĕнсе каласшăн. Ытти вара яланхиллех: çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулăр, вăрăм кун-çул пултăр.

В.ТОЛМАТОВ калаçнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика