АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ

03 июля 2013 г.

Иртнĕ кунсенче Раççей Пенси фончĕн территори органĕсенче он-лайн мелĕпе пресс-конференци иртрĕ. Унта РФ ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ М.Топилин, унăн заместителĕ А.Пудов, РФ Пенси фончĕн правленийĕн председателĕ А.Дроздов хутшăннă.

РФ Пенси фончĕн Вăрмарти Управленийĕ те Мускавпа видеоçыхăну мелĕпе çыхăнчĕ. РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков, заместителĕ Т.Васильева, специалистсем он-лайн урлă пресс-конференцие хутшăнчĕç. Пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ мероприятире пенсин пулас çĕнĕ формулине сÿтсе яврĕç.

2015 çултан вăя кĕме хатĕрленекен çĕнĕ формулăра ĕç укçисĕр пуçне ĕç стажĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла 10 çул хушшинче ватлăхпа пенсие тухмалли чи пĕчĕк стажа 5 çултан 15 çулччен çитермелле. Хĕрарăмсем 30 çул ытла, арçынсем 35 çул ытла стаж пухсан пенсие тухмалли вăхăт çитиччен ĕçленĕ кашни çулшăн 1 таран пенси коэффициенчĕ хушăнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт çитсен те пенси шутлаттарма пыман çынсене преми коэффициентне хушса парĕç. Салтакра службăра пулни, 3 ачапа кашнийĕ çулталăк çурă тултариччен килте ларни те стажа кĕрет – вĕсене уйрăм коэффициентпа шутлĕç. Ĕçленĕ кашни çула пенси коэффициенчĕпе хаклĕç. Пенси шутланă чухне официаллă ĕç укçине кăна шута илеççĕ.

Пулас пенси мĕн чухлĕ пулма пултарнине пĕлес текенсем валли ятарлă пенси калькуляторĕ йĕркеленĕ, ăна Раççей ĕç министерствин (www.rosmintrud.ru) тата Раççей Пенси фончĕн (www.pfrf.ru) сайчĕсенче вырнаçтарнă. Анчах та ку калькуляторпа хальхи пенсионерсен, пенсие тухиччен 3 çула яхăн кăна юлнисен, инвалидсен, çар çыннисен, уйрăм предпринимательсен, сиенлĕ те йывăр ĕçленипе çул çитмесĕрех тивĕçлĕ канăва тухма ирĕк пуррисен пенсине шутлама май çук.

Пресс-конференцире пенсие тухмалли çулсем ÿсмессе палăртнă. Паянхи пенсионерсен укçи-тенкине тепĕр хут шутласа парĕç. Вăл хальхи виçерен пĕчĕк пулмĕ, хăшĕ-пĕрин вара пысăкланĕ çеç.

Э.МИХАЙЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика