03 июля 2013 г.

Июнь вĕçĕ, июль пуçламăшĕ ял тăрăхĕсенче пурăнакансемшĕн утă-курăм хатĕрлемелли вăхăт. Çанталăкĕ шăрăх тăнăран вăл кăçал маларах та пуçланчĕ, апла пулин те «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин ĕçченĕсенчен курăк çулма нихăш хуçалăх та малтан тухаймарĕ. Сăлтавне те уçăмлататпăр - люцерна тунисем жатка илмелĕх ÿссенех вĕсене çулса витаминлă курăк çăнăхĕ тума турттараççĕ.
Кăçал та çапла пулчĕ, июнĕн 11-мĕшĕнче Д.Войков тытса пыракан КПИ-2,4 агрегат уя тухрĕ. Вĕтетнĕ симĕс массăна МТЗ-82 тракторпа Н.Петров курăк çăнăхĕ хатĕрлекен АВМ-1,5 агрегат патне турттарма тытăнчĕ. Паллах ун умĕн агрегата обществăн газ хуçалăхĕн начальникĕ Г.Андреев, Н.Николаев, А.Романов операторсем тĕплĕн пăхса тухса, кирлĕ çĕрте юсаса ăна хута ячĕç. Çапла пуçланчĕ «Урмарская» хуçалăхри утăçи.
Мĕн ас тăвасса АВМа ĕçлеме яланах аслă классенче вĕренекен шкул ачисем туртăнатчĕç. Кăçал та çаплах. Пилĕкшер çынран тăракан 2 бригада икĕ сменăпа - пĕрисем ирхине 6 сехетрен 14 сехетчен, теприсем 14 сехетрен 22 сехетчен ĕçлеççĕ. Н.Николаев оператор ертсе пыракан сменăра А.Иванов, А.Михайлов, М.Малышев, А.Кириллов, В.Данилов тăрăшаççĕ. А.Романов оператор бригадинче вара - Д.Николаев, С.Илларионов, А.Иванов, А.Никитин, Д.Петров.
Ĕç кал-кал пырать, кĕске вăхăт хушшинчех вĕсем 70 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлесе июнь уйăхĕнчи плана пурнăçланă. Пĕтĕмпе вара сезон вĕçлениччен кайăк-кĕшĕке питĕ кирлĕ продукцие 300 тонна хатĕрлемелле. Апла пулмасăр - хуçалăхра паянхи кун тĕлне, специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, 145 пин пуç чăх-чĕп, хур, кăркка. Вĕсене кĕске вăхăт хушшинчех çитĕнме пулăшать те ĕнтĕ çак çăнăх, ахальтен мар ăна витаминлă теççĕ.
Ыррипе ырри яланах юнашар çÿрет. Çамрăк ачасем хуçалăха усă кÿнисĕр пуçне ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ, укçа хакне пĕлеççĕ. «Мĕн авалтан чăвашсем укçа чул айĕнче тенĕ, - тет акционерсен уçă обществин директорĕ Н.Петров, - анчах ун айĕнче кăна та мар, ĕçлесен ăна симĕс курăк хушшинче те, ытти çĕрте те тупма пулать». Мĕнле килĕшмĕн Николай Петровичпа.
Кĕрлет агрегат, çаврăнать барабан. Ĕлĕкрех эпир ĕç шавĕ кĕрлет тесе çыраттăмăрччĕ, ку хутĕнче те çаплах калас килет. АВМран тухсан айккинелле утатăн - унăн шурă тĕтĕмĕ вара аякранах курăнать, сасси те таврана каять. Пурнăç сасси ку, эппин ял пурăнать.
В.ТОЛМАТОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"