АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмарсен опычĕпе паллашрĕç

29 июня 2013 г.

Вăрмарсен опычĕпе паллашрĕç

Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни яланах ырă витĕм кÿрет. Кун пек чухне питĕ нумай çĕнни пĕлме, танлаштарса пăхма пулать. Çакна шута илсех ĕнтĕ Вăрмар тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсем ял хуçалăх продукцийĕсем туса кăларакансемпе семинар-канашлу йĕркелесе ирттерме шутланă. Вăл пирĕн районта июнĕн 27-мĕшĕнче иртрĕ.

Чи малтанах Елчĕк райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пыракан делегаци пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тата ытти яваплă çынсемпе тĕл пулчĕ. Калаçу районсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен пычĕ. Хăнасем Вăрмар поселокĕ питĕ хăтлă пулнине, çĕнĕ предприятисем, суту-илÿ вырăнĕсем уçăлни район администрацийĕ тĕллевлĕ ĕçленĕрен килнине палăртрĕç. Ĕç планĕпе паллашнă хыççăн Константин Владимирович ертсе пынипе икĕ район представителĕсенчен тăракан делегаци районти пысăк та хăвăрт аталанакан «Иванов В.А.» хуçалăхне çитсе курчĕ. Елчĕксене уйрăмах ял хуçалăх техники кăсăклантарчĕ. Чăн та, кунта курмалли те, тĕлĕнмелли те чылай (тен, ăмсанмалли те). Хуçалăхра CASE 2 трактор, ака ирттермелли «Амазония» 2 агрегат, 6 КамАЗ автомашина, 4 МТЗ-82 трактор, МТЗ-1221 - 4, тыр-пул пухакан комбайнсем CASE - 3, «Дон-1500» - 2, «Енисей» - 1. Çакăн пек техника пурри Владимир Анатольевича тата кунти 60 çынран тăракан коллектива 4089 гектар çинчен тĕрлĕ йышши культурăсене кĕске вăхăт хушшинче пухса кĕртме май парать те. Унтан семинара хутшăннисем тĕш тырă акнă тĕрлĕ участоксене çитсе курчĕç. Уй-хирте пĕр çум-курăк та çукки, тыр-пул тикĕс шăтни кунта çĕре юратакансем ĕçлени çинчен калать.

Малалла çул «Ямуков Г.Н.» хуçалăхне пулчĕ. Геннадий Николаевич 1589 гектар çинче тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерет. Кăçал 300 гектар çинче çĕр улми лартса хăварнă, вĕсене «Irrimec» хăватлă установкăпа шăвараççĕ. Ытти çĕр лаптăкĕсене илсен - вĕсенчен ытларахăш пайне çурхи тĕш тырă (952 га), выльăх апачлĕх культурисем (325 га), пахча çимĕç (12 га) йышăнаççĕ. Семинара хутшăнакансем çĕр улми пуссипе паллашнă май çак культурăна çитĕнтерес тĕлĕшпе кунта чăнах та çине тăрса ĕçленине палăртрĕç - çĕр улми чечекре, йăрансен хушши çум курăксăр. Икĕ сменăпа шăварса тăнă май пысăк тухăç илесси те паллă. Çÿлерех асăннă агрегат шыва Энĕш юхан шывĕнчен илет. Маларах кунта плотина пулнă, анчах çурхи ейÿ вăхăтĕнче вăл талса кайнă. Çапах майне тупнă Геннадий Николаевич, Энĕше сарлакалатса тарăнлатнă. Юхан шывăн аяларах пайĕнче таса çутă кÿлĕ тунă, халĕ кунта пулăсем ĕрчеççĕ. Тыр-пул та лайăх çитĕнет. Хуçалăха ăнăçлă ертсе пынисĕр пуçне Геннадий Николаевич экологи ыйтăвĕсемпе те ĕçлет. Çитмĕш ялĕ çывăхĕнче вăл ертсе пынипе 60 ытла гектар çинче йывăçсем лартса хăварнă.

Çул малаллах - «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăна. Унăн пуçлăхĕ П.Крылов мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе ĕçлет. Халĕ вĕсем унăн 359 пуç. Юлашки çулсенче кăна-ха вĕсене усрама поликарбонатран çĕнĕ витесем çĕкленĕ. Петр Николаевич каланă тăрăх, малтан вăл сăвакан ĕнесем усранă, халĕ аш-какай туса илмелли ĕнесем çине куçнă. Енчен те малтанхи çулсенче кунта хура-шурă тĕслĕ ĕнесем усранă пулсан, юлашки çулсенче хуçалăха Петр Николаевич «Шароле» ăратлă вăкăрсем илсе килнĕ, вĕсемпе ĕнесене пĕтĕçтерсе çĕнĕ йăх пăрăвĕсем илме пуçланă. Хăй каланă тăрăх, халĕ «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăра «Шароле» йăх ĕнисем - 80 процент, вĕсем ахаль ĕнесенчен самай пысăк, эппин какайне те нумай парĕç. Анчах кунта тепĕр йывăрлăх - аш-какая питĕ йÿнĕ хакпа туянасшăн. Çакă та пăшăрхантарать. Çакăнпа икĕ районти ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем килĕшрĕç, ытти хумхантаракан ыйтусем те хускатрĕç. Анчах утакан çитес çĕре утса çитетех.

Хуçалăхра утă хатĕрлес ĕç вĕçленсе пырать, силос та хываççĕ. Тата мĕн кăсăклă - силоса «Valtra» тракторпа унăн ачи хăех таптать. Тĕлĕнмелли татах та пур - Петр Николаевич «Challenger» резина гусеницăллă трактор та туяннă. Ун пекки республикăра тек çук.

Елчĕксем Вăрмарсенчен вĕренмелли чылай пулнине палăртрĕç, курнине хăйсен хуçалăхĕсенче усă курма тăрăшăпăр терĕç.

Семинар вăхăтĕнче Вăрмар тата Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕсем К.Никитинпа Н.Миллин çакăн пек пултаруллă фермерсем пур чухне татах та курăмлă ÿсĕмсем пулассине палăртрĕç.

В.ТОЛМАТОВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика