АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Ыхра ячĕпе – асăну хăми

29 июня 2013 г.

А.Ыхра ячĕпе – асăну хăми

Энтрияль ял тăрăхне кĕрекен Ыхраçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă поэта, прозаике, куçаруçăна, литература критикне, публициста Анатолий Александрович Тимофеев–Ыхрана асăнса тăван ялĕнче асăну хăми уçрĕç.

Асăну хăмине Анатолий Ыхра пурăннă çурт вырăнĕнче вырнаçтарнă. Ăна уçнă ятпа ирттернĕ митинга райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов, культура пайĕн начальникĕ И.Дмитриева, Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Яковлев, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев, ялта пурăнакансем, А.Тимофеевăн тăванĕсемпе юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Митингра Ыхра йăмăкĕ Альбина Сухан, мăшăрĕ Дина, ывăлĕ Атнер хăйсен юратнă та çывăх çынни пирки нумай ăшă сăмахсем каларĕç. Çавăн пекех ырă аса илÿ сăмахĕсемпе поэт пирки Ыхраçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, унпа пĕрле çитĕннĕ В.Анисимова асăнчĕ. Митинга пуринчен ытла Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи информаципе культура центрĕнчи «Санар» фольклор ансамблĕн концерчĕ илем кĕртрĕ. Валентина Анисимова хăй те шăпах çак ансамбльте юрлать. Кашни ялтах пуçаруллă çынсем пур. Анатолий Александровичпа пĕр класра вĕреннĕ, пĕр ялта çуралса ÿснĕ В.Николаевпа А.Алексеев асăну хăмине туса лартассипе пуçарулăх кăтартрĕç.

Мероприяти вĕçĕнче хăнасем асăну хăми умне чечексем хучĕç, ачасем вара Анатолий Ыхра çырнă сăвăсенчен йĕркеленĕ литература композицийĕпе паллаштарчĕç.

Анатолий Александрович Тимофеев-Ыхра 1948 çулта çуралса ÿснĕ. 13 кĕнеке авторĕ. А.Тимофеев «Коммунизм ялавĕ» хаçатра куçаруçă, Чăваш кĕнеке издательствинче ача-пăча тата художествăлла литература редакторĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи хаçат редакцийĕнче корреспондент, «Путене» ача-пăча журналĕн тĕп редакторĕ пулса тăрăшнă.1994-2002 çулсенче гуманитари наукисен Чăваш патшалăх институтĕнче редактор тата наука сотрудникĕ, 2002 çултан пуçласа юлашки кунĕчченех «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ.

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика