АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пинер шкулĕ ачасене кĕтет

29 июня 2013 г.

Пинер шкулĕ ачасене кĕтет

Пысăк калăпăшлă строительство объекчĕ - Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене йышăнма хатĕр. 160 ача вĕренмелĕх хăпартнă капăр шкулта строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ. Ăна уçассипе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

Унта асăннă шкула хăпартассипе ĕçленĕ строительство организацийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăннă. Шкулта çут çанталăк газĕ, электричество кĕртнĕ, канализаци, шыв пăрăхĕсен системисене вырнаçтарнă. Кабинетсенче ятарлă оборудовани, сĕтел-пукан лартнă. Шкул йĕри-тавра тирпей-илем, хăтлăх кĕртнĕ. Унсăр пуçне шкул патне пыракан çул-йĕре асфальт сарнă, вăйă, спорт площадкисенче ачасем хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Хальхи вăхăтра асăннă объект ĕçе хатĕр.

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика