29 июня 2013 г.

Чăваш Республикин кунне, чăнах та, халăхпах кар тăрса уявларăмăр. Официаллă палăртнă тăрăх, пĕлтерĕшлĕ 25 мероприятие кăна 361 пине яхăн çын пухăннă. Уяв аслă лапамĕсем Тăвайра тата Шупашкарта кĕрлерĕç.
Çав кунах тăван халăхăн чи пĕлтерĕшлĕ, сумлă та сăваплă уявĕсенчен пĕри - Акатуй иртрĕ. Акатуй картин пĕрремĕш çаврăмĕ хыççăн уяв халăхĕ Чăваш тĕнчине халалласа лартнă юпа патĕнче Çимĕк чÿкне ирттернĕ.
Шупашкар заливĕнчи «Юрă улăхĕнче» Акатуй кĕреки уçăлнă. Акатуй кĕрекин улахĕ - районсен урамĕ. Кашни çурт районăн хăйне евĕрлĕхне, мĕнпе чысланине палăртать. Юрă-ташăпа савăнчĕ, спорт вăййисене курса киленчĕ уява килнĕ халăх. Юрă-ташăра Вăрмарсем пултаруллă пулнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Пĕрлештернĕ хорпа пĕрле юрласа хĕрарăмсен Арапуçĕнчи «Хĕрсем» вокал ансамблĕ, Вăрмарти Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Парне» ансамбль «Кайрăм, кайрăм Кармăш пасарне» юрăпа палăрнă. «Купăс сасси» номинацире хăйсен пултарулăхĕпе Р.Моисеева, Л.Иванова (Пысăк Енккасси), Русланпа Дмитрий Моисеевсем (Шăхаль) куракансене тыткăнланă. «Тăван çĕршыв юррисем» номинацире Арапуçĕнчи «Хĕрсем» вокал ансамбльне çÿрекенсем куракансене çепĕç сассисемпе савăнтарнă. Пурте грамотăсемпе парнесене тивĕçнĕ.
Хамăр районта Кивĕ Шулхансем вара авалхи йăлана тытса Сĕрен уявне те йĕркеленĕ. Унта халăх йышлă пухăннă. Ял çыннисемпе хăнасене Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров, район администрацийĕн юридици пайĕн пуçлăхĕ Л.Степанов тата ыттисем саламланă. «Асамат» эстрада ушкăнĕ савăк кăмăл парнеленĕ.
В.ТОЛМАТОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"