АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петровсен çемйи пĕрремĕш пулнă

29 июня 2013 г.

Республика кунĕ умĕн Йĕпреçри «Патвар» физкультурăпа спорт комплексĕнче кунти ачасемпе çамрăксен спорт площадкине уçнă. Ун хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн çемье командисем хушшинче Республика фестивалĕ уçăлнă.

Çак фестиваль республикăра 10 çул хушши ĕнтĕ кашни çулах иртет. Командăсен тĕрлĕ спорт вăййисен тĕрлĕ енĕсенче хăйсен пултарулăхне кăтартмалла пулнă - çăмăл атлетика эстафетинче, дартс енĕпе, урам баскетболĕ выляса хутăш эстафетăра, шывра ишес енĕпе.

Çак мероприятире Вăрмар район чысне поселокра пурăнакан Маринăпа Вячеслав Петровсен çемйи хÿтĕленĕ. Туслă çемье «Визит карточки» конкурсра пĕрремĕш пулнă. 3 х 25 метра шывра ишес енĕпе иртнĕ эстафетăра та вĕсене çитекен пулман, кунта та вĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Спортпа туслă Петровсен çемйи район тата республика шайĕнче ирттерекен пĕр ăмăртуран та юлмасть пулĕ. Шывра ишмелле-и, йĕлтĕрпе чупмалла-и е çуран - вĕсем яланах старта тухма хатĕр.

Л.АГАПОВА,

райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика