АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Федорова асăнса - ăмăрту

29 июня 2013 г.

Иртнĕ кунсенче Вăрмар поселокĕнче велосипедпа чупассипе СССР спорт мастерне, Чăваш АССРĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне А.Федорова асăнса И.Иванов СССР тĕнче класлă спорт мастерĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн велосипедпа чупса мала тухассишĕн 12 хутчен уçă чемпионат иртнĕ. Ăмăртăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи 100 яхăн спортсмен хутшăнчĕ.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн заместителĕ С.Шелтуков, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Иванова, тĕнче класлă спорт мастерĕ И.Иванов, Алексей Федоровичăн мăшăрĕ Г.Федорова саламларĕç, велосипедпа чупакансене ăнăçу сунчĕç.

Велосипедистсем июнĕн 15-16-мĕшĕсенче 11 тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăнсенче ăмăртрĕç.

Пĕрремĕш кун 2001 çулта çуралнă тата кĕçĕнреххисем хушшинчи хĕр ачасем хушшинче пур малти вырăнсене те Патăрьелсем йышăнчĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче вара пĕрремĕш вырăна О.Николаев, иккĕмĕш вырăна А.Горшков (Вăрмарти Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекенсем) тивĕçрĕç.

1999-2000 çулхи хĕр ачасем хушшинче Вăрмарти Спорт шкулне çÿрекен А.Шавырина 3-мĕш вырăна тухрĕ.

Иккĕмĕш кунне 2001 çулхисем тата кĕçĕнреххисем хушшинче малти икĕ вырăна Вăрмарти Спорт шкулне çÿрекенсем О.Николаевпа А.Горшков тивĕçрĕç. 1999-2000 çулхисем хушшинче 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Вăрмарти Спорт шкулне çÿрекенсем М.Чубуковăпа А.Шавырина тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене, парнесемпе кубоксене тивĕçнĕ.

Çавăн пекех çак кунсенче Шупашкарта маунтинбайк енĕпе ЧР Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусен финалĕ иртнĕ. Унта Вăрмарсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. 2000 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех арçын ачасем хушшинче А.Горшков (Кавал) 1-мĕш, О.Николаев (Вăрмар) 2-мĕш, М.Степанов (Ямпай) 3-мĕш вырăнсене тухнă.1999-2000 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче М.Чубукова (Çиçтĕпе) 3-мĕш вырăн йышăннă. 1997-1998 çулсенчи арçын ачасем хушшинче Д.Белов (Мăнçырма) 1-мĕш вырăна тухнă. 1993 çулсенчи тата аслăрах арçынсем хушшинче А.Терентьев (Кавал) 1-мĕш, А.Мальков (Кивĕ Вĕренер) 2-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çак çулти хĕрсем хушшинче М.Семенова (Вăрмар) 1-мĕш вырăна тухнă. Ку спортсменсене В.Сидоров тата А.Саминов тренерсем хатĕрлеççĕ. Июнĕн 28-мĕшĕнче çамрăк спортсменсем ЧР Чемпионатне хутшăннă.

 

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика