29 июня 2013 г.
Майăн 9-мĕшĕ - этемлĕх кĕтнĕ хĕвеллĕ кун. Çĕнтерÿ кунĕ çĕршывшăн калама çук пысăк уяв. Ку историллĕ чăнлăх. Тем пек йывăр пулнă пулин те вăрçă вăхăтĕнче халăх чăтнă, ирсĕр тăшмана çĕнтернĕ. Çулсерен Мускавра Аслă Çĕнтерĕве халалланă Çар парачĕ иртет. Акă кăçал та пĕтĕм халăх çĕнтерÿ 68 çул çитнине анлăн паллă турĕ.
Палăртма кăмăллă, Энĕшпуç ялĕнче кун çути курнă икĕ ентеш кăçал майăн 9-мĕшĕнче Мускаври, Хĕрлĕ площадьре, Çĕнтерÿ парадне хутшăнчĕç.
Вĕсенчен пĕри П.Григорьев, 1990 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă, ялти вăтам шкулта ăс пухнă. Çар ретне тăнă, унтан 2011 çулта Санкт-Петербурги Ф.Дзержинский ячĕллĕ Тинĕс Çарĕн политехника институтне вĕренме кĕнĕ. Çирĕп кăмăллă, хастар чăваш каччи иккĕмĕш хут (пĕлтĕр тата кăçал) Мускав хулинче ирттернĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тивĕç пулнă. Парада хутшăнма П.Григорьев курсант икĕ уйăха яхăн Серпухов, Алабино хулисенче хатĕрленнĕ. Паллах çак пулăм амăшне Татьяна Васильевнăна кăна мар, тăванĕсене те савăнтарчĕ. Çавăн пекех тепĕр Энĕшпуç каччине С.Александрова Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тÿр килнĕ. Вăл 1993 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче çак ялтах çуралнă, ялти вăтам шкулта, Вăрмарти РОСТО автошкулĕнче, Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕреннĕ. 2012 çулхи ноябрьте салтак ячĕ тухсан, 19 çулхи çамрăк Саратов облаçĕнче хими чаçĕнче хĕсметре тăрать. Тивĕçлĕ çар хÿтĕлевçи кăçалхи март уйăхĕнче Мускавра иртекен Çĕнтерÿ парадне хатĕрленекенсен йышне лекет. Çар вĕрентĕвĕнче пысăк кăтартусем тунăшăн, дисциплинăна пăхăнса çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, пуçаруллă та тавçăруллă пулнăшăн тивĕçнĕ иккен пирĕн ентеш - Сергей Александров рядовой - ăна. Пулас салтака ашшĕпе амăшĕ Александр Германовичпа Татьяна Васильевна тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма вĕрентнĕ. Тăрăшни сая кайман.
Яшлăхра чаплă, ĕмĕр асăнмалăх патриотла пысăк çитĕнÿ турĕç П.Григорьевпа С.Александров - пĕр ялта çуралса ÿснĕ чăваш ачисем. Инçетрен çитнĕ ырă хыпар ял халăхне савăнтарчĕ те, мăнаçлантарчĕ те. Мускаври Хĕрлĕ площадьре 265 утăм тунă самантсем ĕмĕрлĕхех асра юлĕç, ÿсекен ăрушăн паллă тĕслĕх пулса тăрĕ.
Çакă паллă. 1976-1979 çулсенче Энĕшпуçсенчен Çар парадне Н.Егоров I рангри капитан кашни çулах Мускавра Çарпа политика академийĕнче вĕреннĕ чухне хутшăннă.
И.КРИКОВ, музей директорĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"