АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн çурт – манăн крепоç

29 июня 2013 г.

2013 çулхи 5 уйăх хушшинче районта хваттерсене, уйрăм çуртсене çаратассипе çыхăннă 7 преступление шута илнĕ. Хваттерсене, пурлăха вăрă-хурахсенчен сыхлас тĕлĕшпе ансат правилăсене пăхăнассине манмалла мар.

Хваттер уççисене алăк умĕнчи кавир айне е урăх вăрттăн вырăна хумалла мар. Хăвăрăн хваттер алăкне çирĕплетĕр, май пулсассăн йывăçран е тимĕртен тунă тепĕр алăк вырнаçтарăр.

Шанăçлă çăра лартмалла. 5-7 çултан çăра механизмĕ кивелет, хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлама пăрахать. Çавăнпа та вăхăт çитсессĕн ăна малтанхи йышши çĕнĕ çăрапа улăштармалла. Çавăн пекех балконсемпе лоджисене хÿтĕлесси çине тимлĕх уйăрмалла, уйрăмах пĕрремĕш, юлашки хутсенче вырнаçнисене. Чÿречесем çине решеткесем лартăр, балконсемпе лоджисене – кантăк. Хăвăр темиçе кунлăха ăçта та пулин каяс пулсассăн ют çынсене килте пулмассине ан пĕлтерĕр, чÿречесене хупса хăварма ан манăр. Хваттере нумайлăха пăрахса хăваратăр пулсан, хаклă япаласене сейфа хурса хăварăр е килтен илсе тухăр.

Кулленхи пурнăçра çак правилăсене манас марччĕ. Енчен те сирĕн хваттере ют çынсем (коммуналлă служба ĕçченĕсем, электрооборудованисене юсакан мастерсем тата ыттисем те) килеççĕ пулсан, яланах вĕсемпе çумра пулăр. Укçана, хваттер уççисене, документсене курăнмалли вырăнта ан тытăр. Чÿрече айĕнче ÿсекен йывăçсемпе тĕмсене ÿссе кайма ан парăр, вăхăтра касса тăрăр. Чÿрече каррисене, уйрăмах каçхи вăхăтра, карма ан манăр, ют çынсем сирĕн килте мĕн пуррине курмалла мар. Хваттерсене, уйрăм çуртсене вăрă-хурахсенчен хÿтĕлемелли эффективлă мел - йытă тытни. Йытă тытма май çук пулсан хваттерсенче сигнализаци лартмалла. Хваттере кам та пулин ют çын кĕрет пулсан сигнализаци сасси янăрама тытăнать. Хăвăрăн килĕре палламан çынсене вĕсем кам пулнине палăртмасăр ертсе ан килĕр. Статистика кăтартăвĕ тăрăх палламан çынсемпе эрех ĕçсе ларнă хыççăн ытларах чухне тĕрлĕ вăрă-хурахла ĕçсем, тĕрлĕ преступленисем пулаççĕ.

Кашни çыншăн хăй пурăнакан килĕ крепоç вырăнĕнче пулмалла. Çавăнпа та крепоçа сыхламалли правилăсене çирĕп пăхăнасчĕ.

Ю.МИХЕЕВ

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика