АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автомашина хуçи сыхă пул

29 июня 2013 г.

Çирĕммĕш ĕмĕрсен пуçламăшĕнче лашасем вăрласси пурнăçа кĕнĕ пулнă. Кам-ха Шаккур ушкăнĕ пирки пĕлмен. Халĕ вара «хурçă утсенче вырнаçтарнă япаласене» - вăрлама тытăнчĕç.

Çавăн пек тĕслĕхсем пирĕн районта та курăнкалама пуçларĕç. Мĕнле ĕçлеççĕ-ха вăл е ку енĕпе преступлени тума шухăш тытнисем. Йĕрки питĕ çăмăл - чи малтан вĕсем хаклă автомашина хыççăн йĕрлесе пыраççĕ. Салонта пысăк укçа, ноутбук, телефон тата ытти хаклă япаласем пулма пултараççĕ. Банксенчен е тĕрлĕ офиссенчен укçа илнине те сăнаççĕ вĕсем. Инкек ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха? Пĕрремĕшĕ - тимлĕ пулăр, автомашинăран тухнă чухне ăна сигнализаци çине лартăр. Иккĕмĕшĕ - нихăçан та автомашина салонĕнче курăнакан вырăнта хаклă йышши япаласене ан хăварăр. Укçан пысăк суммине турттарнă чухне нихăçан та ăна автомашина ăшĕнче хăвармалла мар. Палламан çынсем автомашинăн урапи шăтнă е урăх сăлтавсем пирки калаççĕ пулсан, нихăçан та вĕсемпе калаçăва ан кĕрĕр. Каçхи вăхăтра машина салонĕнче хаклă йышши япаласене хăварма ан тăрăшăр.

Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Енчен те çакăн пек пулса тухрĕ пулсан муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмне шăнкăравлăр.

Яланах çакна асра тытăр - вăрра, эсир тÿрех пĕлтернĕ хыççăн тупса палăртма çăмăлрах.

Ю.КУЗНЕЦОВ

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика