29 июня 2013 г.
Сывлăхлă пуласси тата ăна упрасси, çирĕплетесси çын хăй пурнăçне ачаран мĕнле йĕркелесе пынинчен нумай килет. Сывă çын тĕрлĕ енлĕн аталанма, тăрăшса вĕренме, ĕçлеме, телейлĕ пулма, савăнса пурăнма пултарать. Çавăнпа та пирĕн сывлăха упрама пĕлмелле. «Укçапа пуянни - пуян мар, сывлăхпа пуянни пурнăçра чи хакли. Сывлăхран хакли ним те çук», - тенисене яланах асра тытатпăр эпир, Кавалти тĕп шкулта вĕрентекенсем.
Ачасен сывлăхне упрас тĕлĕшпе пирĕн шкулта тĕрлĕ кружок ĕçлет, тĕл пулусем, сывлăх урокĕсемпе сехечĕсем, класс тулашĕнчи ĕçсем иртеççĕ. Районти «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнче йĕркеленĕ секцисем те пысăк пулăшу параççĕ. Çак ĕçре пирĕн шкулта физкультура учителĕн - Светлана Васильевна Чубукован - тÿпи те пысăк. Спортра та маттур вăл. Районти пур ăмăртăва та хутшăнать: хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла çăмăл атлетикăра вăй виçет. Хăй çулĕнчи ăмăртуçăсем хушшинче яланах малти вырăнсене çĕнсе илет. Çапла ят-сума хастарлăхĕпе, маттурлăхĕпе çирĕплетет. Ахальтен мар ачасем те учительне кура спорта кăмăллаççĕ, район, республика шайĕнчи ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Спорт уншăн ĕçре кăна мар, çемьере те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн мăшăрĕ Владимир Вениаминович та хăй вăхăтĕнче йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă. Светланăпа Владимир Çиçтĕпе ялĕнче ултă ача - тăватă ывăлпа икĕ хĕре - ура çине тăма пулăшаççĕ. Ачисем те хăйсем пекех маттур та патвар. Пурте вĕренÿре те, спортра та малта.
Акă аслă ывăлĕ Никита 2008 çулта Мускаври Олимп резервĕсен иккĕмĕш номерлĕ шкулне вĕренме кайрĕ. Чи пĕрремĕш спорт утăмне Кавалти шкулта пуçланă, 2006-мĕш çултан вара - А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнчи велосипед секцинче. Республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ тупăшусенче Никита пĕрре кăна мар призерсен шутĕнче пулнă. Маунтинбайк енĕпе вăл 2009 çулта Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă, çак çулхи июль уйăхĕнче А.Трофимова асăнса Мăнçырмара ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн, Пенза хулинче IV Раççей спартакиадинче Мускав хулин пĕрлештернĕ командин йышĕнче пулса эстафетăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2010-мĕш çулхи сентябрь уйăхĕнче Сочире 33 километрлă дистанцире 3-мĕш вырăна тухнă, бронза медаль çĕнсе илнĕ, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. 2011-мĕш çулхи июлĕн 8-9-мĕшĕсенче Мăнçырмара иртнĕ турнирта 68 километрлă дистанцире 1-мĕш вырăн йышăннă. Тепĕр кунхине «кросс-кантри» чупура, 28 километр чупса Никита чи малтан чупса тухнă. Сентябрь уйăхĕнче Австрире ирттернĕ тĕнче чемпионатне хутшăннă, лайăх результат кăтартнă. Германире, Италире, Францире, Чехире, Кипрта тата ытти çĕршывсенче ирттернĕ чемпионатсенче те Никита Чубуков лайăх результатсемпе савăнтарнă.
Хĕрĕ - Оля та - вĕренÿпе спорта тачă çыхăнтарса пырать. Халĕ вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн 1-мĕш курсне вĕçлерĕ. Оля çăмăл атлетикăпа йĕтре ывăтассине кăмăллать.
Владимир кăçал Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ. Вăл та аслă пиччĕшĕ пекех велочупупа кăсăкланать, çăмăл атлетикăна йĕлтĕрпе чупассине кăмăллать. Алексей Никита çулĕпе кайрĕ. 2012-мĕш çулта Мускаври Олимп резервĕсен иккĕмĕш номерлĕ шкулĕнче вĕренме пуçларĕ. Унăн та кăтартăвĕсем лайăх: Мускав çывăхĕнче иртекен ăмăртусенче II, III вырăнсене йышăннă, Питĕр облаçĕнче - 1 вырăн.
«Кĕçĕннисем аслисенчен ирттереççĕ», - теççĕ халăхра. Мария хĕрĕ, Кавал шкулĕнче 7-мĕш класс пĕтернĕскер, вĕреннĕ чухнех велочупупа лайăх çитĕнÿсем кăтартрĕ. Унăн дипломĕсемпе грамотисен, медалĕсемпе кубокĕсен шучĕ те çук. Пултаруллă хĕре Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕрентекен тренерсем куç хываççĕ, çитес вĕренÿ çулне Мария çак техникумра пуçлать.
Кĕçĕн ывăлĕ Иван Кавал шкулĕнчи 4-мĕш класа вĕçлерĕ. Вĕреннĕ вăхăтра А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнчи велосипед секцине çÿрерĕ. Валерий Семенович Сидоров тренер Иванран та пысăк çитĕнÿсем кĕтет, унăн кăтартăвĕсемпе кăмăллă. Чубуковсен çемйи çак пултаруллă тренера тав сăмахĕ калать, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунать. Валерий Семенович пулăшнипе Чубуковсен кашни ачи велосипедпа чупас ăсталăха вĕренсе паянхи кун çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ кăтартать.
Çакăн пек ĕçчен, хастар, пултаруллă, туслă çемьепе эпир тивĕçлипех мухтанатпăр, тĕслĕх илетпĕр. Вĕсене кура яланах спортпа туслă пуласчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"