АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чукун çул: тимлĕ пул

15 декабря 2012 г.

Кулленхи пурнăçра кашни Вăрмар çынниех чукун çулпа тĕл пулать. Çынсем ĕçе, ачасем шкула чукун çул урлă каçса çÿреççĕ. Хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пурнăçласа пымасан инкек килсе тухма пултарать. Çавăнпа та кашни çыннăн, чукун çул çывăхĕнче пулсан тимлĕхе уйрăмах ÿстермелле, çак правилăсене çирĕп пурнăçласа пымалла:

- чукун çул урлă палăртнă вырăнтан е кĕпер урлă анчах каçмалла;

- çул урлă каçас умĕн килекен пуйăс çуккине пĕлсе тăмалла;

- пуйăс çывхарса килсен чарăнса тăрса ăна ирттерсе ямалла, хăрушлăх тухса тăмасан кăна каçма юрать;

- чукун çул урлă каçмалли вырăн тĕлне çывхарнă чухне çутă тата сасă сигналне асăрхаса тăмалла, шлагбаум уçă чухне кăна çул урлă каçма юрать.

Уйрăмах автомашина водителĕсене чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче тимлĕ пулма чĕнсе калатпăр. Вăрмар районĕнче ĕçлекен икĕ переезд: Вăрмар - Чупай тата Энĕшпуç - Канаш перегонĕсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика