15 декабря 2012 г.
«Сывлăх - чи хаклă пуянлăх», - тенĕ ваттисем мĕн авалтанах. Сывлăха нимĕнле пуянлăхпа та улăштараймăн. Хăш-пĕр чухне нумай çын хăйсен сывлăхĕ пирки пачах та шутламаççĕ пулмалла. Мĕншĕн çапла шутлатăп-ха эпĕ?
Хуравне те тÿрех калама пулать. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра ачасем те вăхăта ытларах телевизорпа компьютер умĕнче ларса ирттереççĕ. Сывлăха мĕн ачаран çирĕплетес тесен вара ытларах спортпа интересленмелле, уçă сывлăшра пулмалла. Сывлăха ытларах хавшатаканни ачасем мĕн çамрăкран пируспа туслă пулни те питĕ пăшăрхантарать. Пирус сиенĕ çинчен темĕн чухлĕ калаççĕ пулсан та çак сиенлĕ йăларан чылайăшĕ хăтăлаймаççĕ. Кун пек çынсем вара 30-40 çул тĕлнелле тĕрлĕ чир-чĕрпе асапланма пуçлаççĕ. Хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшмасан пирĕн сывлăха нимĕнле тухтăрсем те сыватса пĕтереймĕç. Тепĕр чухне урамра ачасем сăра кĕленчи йăтса пырса сăрине кĕленчеренех ĕçнине курма пулать. Ку вара пушшех те питĕ киревсĕр пулăм. Пĕр кĕленче сăра ĕçни 100 грамм эрехпе танлашать. Апла пулсан ачасем сăра ĕçсех алкоголизм еннелле туртăнма пуçлаççĕ. Çакăн евĕр киревсĕр йăласемпе туслă пуличчен спортпа туслă пуласчĕ. Пирус, сăра илсе укçа пĕтериччен тутлă апат-çимĕç илсе çини те сывлăхшăн усăллă-çке. Çакăн çинчен пĕртте шухăшламаççĕ пулмалла ачасем. Манăн çапла калас килет: 90 çула пурăнса çитес тесен пируспа эрех çинчен манмалла. Ытларах вăй-хал ĕçĕсене, ирхине тăрса физзарядка тумалла, сивĕ шывпа кашни кун çăвăнмалла, усăллă апат-çимĕç çимелле.