АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аталану» конкурс çĕнтерÿçи

15 декабря 2012 г.

Ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентес, тĕпчев ĕçне хăнăхтарас тата тăван халăхăн культурипе историне, йăли-йĕркине тĕпчес тĕлĕшпе 8-11 классенче вĕренекенсен Чăваш Республикинчи ют чĕлхене вĕренекенсен шкулĕ тата Мускаври Чăваш автономийĕн наци культури йĕркеленипе «Аталану» конкурс иртнĕ. Çак конкурс 2 тапхăртан тăрать: I тапхăр сентябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пулнă. Кунта ачасен «Тăван ял» темăпа кĕске калав çырмалла пулнă. Ăмăртăвăн 1 тапхăрĕнче çĕнтернисем иккĕмĕш тапхăра хутшăнчĕç. Ку тапхăр октябрĕн 15-25-мĕш кунĕнче иртнĕ. Çак конкурса республикăра вĕренекен ачасемсĕр пуçне Раççейри 13 регионтан ачасем хутшăннă. Пурĕ 561 вĕренекен, Чăваш Республикинчен 335 вĕренекен хутшăннă. Вĕсенчен 15-шĕ - Вăрмар районĕнчен. Çав вĕренекенсем хушшинче Кивĕ Вăрмар вăтам шкулĕнче 10 класра вĕренекен Т.Сереброва пулнă. Халĕ эпĕ унăн сăввин сыпăкĕпе паллаштарасшăн.

«Аталану» пире пуçтарчĕ

Раççейĕн пур кĕтесĕнчен.

Яш сăмахпа хавхалантарчĕ,

Ăнăçу сунчĕ чĕререн.

Пĕр çемьери пек эпир пурте

Мухтавлă Улăп йăхĕнчен.

Юман пек çирĕп те кĕрнеклĕ,

Сĕткен илетпĕр çĕр çинчен.

Ман чĕрере хĕлхем çуралчĕ

Кун пек пулманччĕ халиччен.

Çунатлă ĕмĕт хуçаланчĕ,

Вăл халь ытла ачаш, черчен.

Çÿл тÿпене кăйкăр çĕкленчĕ

Вăй-хал илме хăватсенчен.

«Ăмăртура мала тухинччĕ», -

Пăшăрханса вĕçет пĕччен.

Эх, чăн-чăнах ман çĕнтересчĕ

Ялав çĕкленĕ чылайччен.

Вара телейĕм-çке тулличчĕ,

Йăл-кулă каймĕ ман питрен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика