АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусемпе паллашар

15 декабря 2012 г.

Пурăнмалли çурт-йĕре тÿлевсĕр майпа приватизацилессиччен вăхăт нумай юлмарĕ пулин те (2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен) саккуна черетлĕ улшăнусем кĕртнĕ.

Паянхи кун приватизацие пурăнмалли çурт-йĕрпе усă курма ирĕк пур граждансем хутшăнайраççĕ.

Улшăнусемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕре приватизациленĕ чухне килĕшÿ паракан çынсен шучĕ чакнă. Малтан çурт-йĕре приватизациленĕ вăхăтра пĕрле пурăнакан çул çитмен, çавăн пекех 14-17 çулхи кашни çемье членĕнчен, унсăр пуçне малтан хăйĕн приватизаци правипе усă курнă гражданран та ирĕк илмелле пулнă. Хальхи вăхăтра приватизаци правипе усă курманнисен кăна килĕшни çинчен пĕлтермелле.

Çапла майпа, тĕслĕхрен, малтан урăх çурт-йĕре приватизацилессинче хутшăннă, ачисемпе пĕрле хваттерте пропискăра тăракан тăвансенчен ирĕк илмелле мар.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Т.Васильева çапла ăнлантарать: «Саккуна кĕртнĕ улшăнусем нумай граждана суд умĕнчи яваплăхпа çыхăннă ыйтусенчен хăтарĕç. Çемьери пĕр çын, хăй тепĕр хваттере приватизацилессинче хутшăннă пулсан та, килĕшÿ паманнипе чылай çемье аптрамалли лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Ÿкĕтлени те, калани те пулăшман, ыйтăва татса паракан пĕртен-пĕр инстанци - суд пулнă. Халĕ вара нумай ансатрах».

2012 çулта Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕнче приватизаци килĕшĕвĕсемпе пурĕ 5668 пурăнмалли çурт-йĕр регистрациленĕ. Приватизаци тума пуçланăранпа вара пĕтĕмĕшле Росреестрта приватизаци килĕшĕвĕпе харпăрлăха 181 пин хваттере илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика