15 декабря 2012 г.
РФ Правительствин 2011 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи 1249 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1992 çулчченхи январĕн 1-мĕшĕччен пурнăçа страхланă килĕшÿсемпе компенсаци тÿлевĕ парасси малалла пырать.
Кунта чи малтанах мăшăрланни çинчен калакан страховани, ачасене страхланин, пурнăçа страхланин, хушма пенсие страхланин килĕшĕвĕсем кĕреççĕ. 2012 çулта тÿлевсене çакăн пек йĕркепе параççĕ:
- 1945 çулччен тата çак çулта çуралнă граждансене 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне укçан пуçтарăннă пайне виçĕ хут ÿстерсе параççĕ. - 1946-1991 çулсенче çуралнă граждансене 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне укçан пуçтарăннă пайне икĕ хут ÿстерсе параççĕ. 2001-2012 çулсенче страхланнă çынсем вилнĕ пулсан вĕсемшĕн пурлăха йышăннă çынсен (çулне пăхмасăрах) ритуаллă пулăшушăн 6000 тенкĕ таран (енчен те тÿленĕ укçи 400 тенкĕрен пысăкрах пулнă пулсассăн), (тÿленĕ укçи 400 тенкĕрен сахалрах пулсан 15 çине хутласа параççĕ) компенсаци илме пултараççĕ. Çак категорие кĕрекен граждансем компенсаци тÿлевне илме «Росгосстрах» компанин Вăрмарти уйрăмне пымалла.
Компенсаци илме çак документсене тăратмалла: укçа илме заявлени çырмалла, паспортăн 2,3,5-мĕш страницисене кописем тумалла, ятне, хушаматне тата ашшĕ ятне улăштарни çинчен калакан документ, страховани килĕшĕвĕ пурри çинчен калакан документ, страховани свидетельствин копийĕ, взноссем тÿлени çинчен калакан квитанци копийĕ, перекет кĕнеки кирлĕ.
Документсене 2012 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕччен йышăнатпăр.