15 декабря 2012 г.
Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула кăçал 1-мĕш класа 7 ача килчĕ. Çиччĕ - асамлă хисеп. «Алтăр çăлтăр çич çăлтăр». «Асамат кĕперĕ - çичĕ тĕс». «Çиччĕ виç те - пĕрре кас...».
Шкулта вĕренме тытăнни 3 уйăх ытла иртрĕ. Çапах çак кĕске вăхăтра та пĕрремĕш класс ачисем хăйсене аван енчен кăтартма ĕлкĕрчĕç. Вĕсем куллен шкула хăнăхса пыраççĕ, интереслĕ ĕçсем туса пултарулăхне кăтартаççĕ. Уроксем пĕтсен те ачасем киле кайма васкамаççĕ. Вĕсем учитель ертсе пынипе тĕрлĕрен юрă-сăвăсем вĕренеççĕ, ташăсем ташлаççĕ, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ. Шкулта ирттерекен кашни мероприятие активлă хутшăнма тăрăшаççĕ. Пĕр ĕçрен те пăрăнса юласшăн мар. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчех савăнăçлă линейкăра сăвăсене илемлĕ вуласа куракансене тĕлентернĕччĕ. Ун чухнех ку ачасем маттурри курăнчĕ.
Учительсен кунне халалланă уявра такмаксем юрласа савăнтарчĕç. Чи пысăк та интереслĕ уяв вара Кĕр уявĕ пулчĕ. Ăна шкулта вĕренекен пур ача та тĕплĕн хатĕрленчĕ. Уява халалласа «Кĕрхи тĕлĕнтермĕшсем» темăпа курав йĕркелерĕç.
Мĕн кăна шухăшласа кăларман пулĕ ачасем! Кунта пахча çимĕçрен касса тунă чĕр чунсен кĕлеткисем (тимĕр шапа, крокодил, чĕрĕп, сысна...) тĕрлĕрен транспорт (карета, урапа, самолет...), çулçăсенчен, йĕкелсенчен, тĕрлĕ ÿсен-тăран вăррисенчен туса хатĕрленĕ аппликацисем (пулă, лĕпĕш, автан, чĕрĕп...) Пурне те каласа пама май çук. Пĕр сăмахпа каласан: юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать.
Паллах, пĕрремĕшсем те ку конкурсран пăрăнса юлмарĕç. Вĕсен ĕçĕсем те илем кÿчĕç ку курава. Ачасем пурте, çиччĕшĕ те, хăйсен ĕçĕсене кăтартнă. Паллах, вĕсене çитĕннисем те пулăшнă ĕнтĕ. Куншăн вĕсене питĕ пысăк тав.
В.Андреева - хĕвелçаврăнăшпа усă курса чĕрĕпсем тунă. Вăл хăйĕн ĕçĕ çинчен курма килнисене каласа пачĕ.
«Пурăннă тет пĕр вăрманта Чĕрĕп ашшĕ, Чĕрĕп амăшĕ тата ывăлĕ - Чĕрĕпчик. Пĕрре вĕсем уçăлма тухнă. Мĕн чухлĕ кăмпа кунта! Чĕрĕпсем васкасах кăмпа пуçтарма тытăннă. Вăт çапла!» Куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Ытти ачасен ĕçĕсем те интереслĕ. Д.Павлова - сыснапа унăн çурисене туса хатĕрленĕ, Е.Иванов - ваза, Н.Харитонов - автан, Д.Данилов - лĕпĕшсем, В.Сергеев - чÿлмек.
Кайран ачасем кĕркунне çинчен сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Юлашкинчен хăнасене «Матрешки» ташă ташласа кăтартрĕç. Уяв пурне те кăмăла кайрĕ.
Хальхи вăхăтра, пĕчĕк маттурсем, Çĕнĕ çул уявне уявлама хатĕрленеççĕ. Çак мероприятисем ачасен пултарулăхне хакламалли пĕрремĕш утăмĕсем кăна-ха. Малашне те ачасем тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнасса шанас килет. Çĕнĕ çула тĕрлĕ эрешсем хатĕрлеççĕ. Класс пÿлĕмĕ те вĕсен аллисемпе тунă илемсемпе асамлăн курăнать.