15 декабря 2012 г.
Иртнĕ кунсенче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ – строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн тĕп инженерĕ И.Законов районти строительство объекчĕсене çитсе курчĕç.
Вăрмар поселокĕнчи Некрасов тăкăрлăкĕнче «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ 27 хваттерлĕ пурăнмалли çурт хăпартать. Çак çуртри хваттерсем РФ Президенчĕн 2008 çулхи 714 номерлĕ «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене, çавăн пекех кивĕ тата пурăнма юрăхсăр çуртсенче пурăнакансене, тăлăха юлнă ачасене тивĕçтерес программăсемпе пурнăçланса пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Владимирович кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă, лайăх ĕçленĕшĕн тав тунă. Хальхи вăхăтра çуртра газпа хутса ăшăтмалли монтаж, электричество кĕртмелли тата ытти шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Пурĕ строительствăпа монтаж ĕçĕсене хальлĕхе 18 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă.
Пинерте те 160 ача вĕренмелли шкул çурчĕн строительстви малалла пырать. Объектра пĕрремĕш хутри плитасене, чÿрече блокĕсене вырнаçтарас ĕç вĕçленсе пырать, иккĕмĕш хут стенисене хăпартасси малалла тăсăлать. Шкулăн иккĕмĕш хутне хăпартмалли строительствăпа монтаж материалĕсене пĕтĕмпех хатĕрлесе хунă. Шкул строительствинче 18 рабочи тата 4 техника единици ĕçлет, кунта строительство ĕçĕсене 30 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă.