АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев - пуян та ăнăçлă Раççей тăвасси

15 декабря 2012 г.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче Раççей Президенчĕ В.Путин çуллен Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне яракан Çырăва вуласа панипе çыхăннă церемоние хутшăннă. Чăваш Республикинчен унта çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов та пулнă.

Георгий залне Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци, Аслă тата Аслă Арбитраж сучĕсен ертÿçисем, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕ, регионсен саккун кăларакан Пухăвĕсен председателĕсем, йăлана кĕнĕ конфессисен пуçлăхĕсем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Ку Çыру Раççей Федерацийĕн Президентне тепĕр хут суйланнă Владимир Путиншăн пĕрремĕш пулчĕ. Палăртни вырăнлă: декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Конституцине йышăннăранпа 19 çул çитнĕ, унсăр пуçне çĕнĕ Раççей историйĕнче çĕршыв Пуçлăхĕн çак Çырăвĕ шучĕпе те 19-мĕш.

Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче çĕршыв аталанăвĕн малашлăхĕпе çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăнă. «XXI ĕмĕрте тĕнчере экономика, цивилизаци, çар хăвачĕ çĕнĕлле шайлашнă май Раççейĕн суверенлă тата витĕмлĕ çĕршыв пулмалла. Пирĕн шанчăклă аталанмалла кăна мар, наци тата ăс-хакăл тĕлĕшпе хамăрăн уйрăмлăха упраса хăвармалла, наци пулса упранса, Раççей пулса юлмалла», - тенĕ патшалăх пуçлăхĕ.

Раççей Президенчĕ çĕршывра, федерацин кашни субъектĕнче пайăррăн демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине палăртнă. «Çĕршывăмăрăн çĕнĕ историйĕнче пуçласа пилĕк уйăх тăршшĕпе халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пынине куратпăр: ача çуралассин шайĕ тинех çын вилессинчен ÿсрĕ», - тенĕ Владимир Путин.

«Раççей» тата «Пĕрремĕш» телеканалсем Кремльтен тÿрĕ трансляци йĕркеленĕ. Церемони вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Ен пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ хăйĕн çырăвĕнче федераци тата регионсен влаçĕсен умне татăклă тĕллевсем лартнине палăртнă.

«Çĕршывра паян мĕн тăватпăр - хăйĕн политика документĕнче В.В.Путин çакна пĕтĕмпех ĕç çыннипе çыхăнтарчĕ. Пирĕн республикăра резервсем, хăват пур, пирĕн вĕсемпе туллин усă курмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Раççей Президенчĕ çулсерен Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвне янă Çырăва вуласа парасси Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Президенчĕн Б.Ельцинăн пуçарăвĕпе çыхăннă. Çакă пуçласа 1994 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче пулса иртнĕ. В.Путин Президент вара пуçласа хăйĕн Çырăвĕпе 2000-мĕш çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче паллаштарнă. Президент вырăнне икĕ хутчен йышăннă хушăра Владимир Владимирович 8 Çырупа паллаштарнă. Кăçалхи - 9-мĕш хут пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика