АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекре чи кирли – «çухалса» каймалла мар

26 июня 2013 г.

Инкекре чи кирли – «çухалса» каймалла мар

Çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх уйрăмах çивĕч тăрать. Çавна май организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсене, граждансене вут-çулăмран сыхланмалли, инкек вăхăтĕнче мĕнле пулмаллине асăрхаттарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çынсем час-часах инкекре çухалса каяççĕ, çавна май хаклă вăхăта çухатаççĕ.

Шăпах иртнĕ кунсенче çак тĕлĕшпе поселокри налук инспекцийĕн çуртĕнче пушарпа тактика вĕрентĕвĕсем иртрĕç. Вĕрентÿ вăхăтĕнче районти пур пулăшу службисене те явăçтарнă. Сценари тăрăх налук инспекцийĕпе пĕр çуртрах вырнаçнă гаражра вут-çулăм сиксе тухнă. Кунта ĕçлекенсене, клиентсене пурне те çуртран вăхăтра эвакуациленĕ. Пушар тухни çинчен районти пушар чаçне шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăнах 3 пушар машини «вут-çулăм тухнă» çĕре çитсе тăчĕç, вут-çулăма сÿнтерме хатĕр пулчĕç. Пĕтĕмĕшле пушарпа тактика вĕрентĕвне районти пушар чаçĕн начальникĕ Н.Константинов йĕркелесе ирттерчĕ. «Çакăн евĕр мероприятисем ирттерессин тĕллевĕ - çынсем вут-çулăм тухас пулсассăн пушар, васкавлă. пулăшу службисем еплерех хатĕр пулнине тĕрĕслесси, инкекре çухалса каймалла марри çинчен ăнлантарасси», - терĕ пушар чаçĕн начальникĕ Николай Владимирович. Вĕрентÿ пĕр кăлтăксăр иртрĕ, пур службăсем те инкек вырăнне вăхăтра çитсе пулăшу пама хатĕр пулнине кăтартса пачĕç.

Э.МИХАЙЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика